Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченлĕхшĕн - награда

31 октября 2015 г.

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ умĕн, октябрĕн 29-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленноç комплексĕн чи тăрăшуллă та хастар ĕçченĕсене наградăсемпе чысланă.

Мероприятие уçнă май Михаил Васильевич ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем ĕç хакне лайăх пĕлнине тата вĕсем халăха паха, таса продукципе тивĕçтерессишĕн ĕçленине палăртнă. - Этемлĕх ĕçченлĕхе яланах хакланă, çавна май пирĕн паянхи тĕллев - çамрăксене ĕçе, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентесси. Наградăсем вара - шăпах профессионализма, суйласа илнĕ ĕçе парăннине, чыса тивĕçнисем ял хуçалăха аталантарма хывнă тỹпене тивĕçлипе хаклани, - тенĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ аграри секторне аталантарасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулни çинчен каланă. Вăл ял хуçалăх, тирпейлекен промышленноçа аталантарас енĕпе пурнăçлакан ĕçсемпе, отрасль малашлăхĕпе паллаштарнă.

Наградăсене тивĕçнисем шутĕнче 38 çын. Çак йышра районти "Слава картофелю" агрофирма генеральнăй директорĕ Хасиятулла Семигуллович Идиатуллин. Ăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Саламлатпăр!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика