Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи маттуррисене - Хисеп тата Тав хучĕсем

28 октября 2015 г.

Иртнĕ эрнекун, октябрĕн 23-мĕшĕнче, районта ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене чысларĕç. Пухăннисене район тата администраци пуçлăхĕсем, сумлă хăнасем саламларĕç. Чыслани чăннипех те савăнтарать, ĕçлеме вăй-хал кỹрет. Çакна ĕçченсем уяв хыççăн сăмахпа çирĕплетрĕç.

Вĕсем - ял хуçалăхĕн чи тăрăшуллă ĕçченĕсем, нумай çул ырми-канми вăй хураканĕсем.

Сцена çине тухма тивĕçнисене вара уйрăммăн асăнса хăварас килет. Сăмахран, агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Йăлмахва ветеринари участокĕн заведующине Зинаида Гурьевна Максимовăна, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн агрономне Шамиль Минуллович Зейнутдинова, "Рассвет" ЯХПК трактористне Михаил Алексеевич Муллина Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăларĕç. Асăннă министерствăн Тав хучĕсене "Слава картофелю" агрофирма бухгалтерĕ Ираида Ивановна Димитриева, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Надежда Ивановна Романова, "Заря" ЯХПК склад заведующийĕ Анатолий Викторович Макаров, Александровка ветеринари участокĕн заведующийĕ Мария Ивановна Фомина тивĕçрĕç.

Кăçал Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп громотипе чи маттур та тăрăшуллă 10 ĕçчене чысларĕç. Вĕсем: Ял хуçалăх банкĕн Комсомольскинчи хушма офисĕн управляющийĕ Инна Николаевна Лепешкина, "Искра" колхоз председателĕ Александр Николаевич Зайцев, Николай Григорьевич Кошкин тракторист, "Слава" ЯХПК ферма заведующийĕ Валентина Ивановна Зайцева, "Рассвет" ЯХПК доярки Зинаида Тимофеевна Кондратьева, "Слава картофелю" агрофирма генеральнăй директорĕн çумĕ Олег Валентинович Мартышин, Альбина Вениаминовна Шингалова бухгалтер, "Заря" ЯХПК водителĕ Владимир Петрович Киргизов, "Родина" фермер хуçалăхĕн бухгалтерĕ Ольга Николаевна Челакова.

Ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакансем - трактористсем, водительсем, дояркăсем. Ахальтен мар кашни çулах ĕçре маттуррисене палăртаççĕ. Механизаторсен кăçалхи ăмăртăвĕнче "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн комбайнерĕ Николай Сергеевич Казаков мала тухнă. Вăл "Акрос-530" комбайнпа 1940 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ. Лев Витальевич Пудовкин ("Слава картофелю" агрофирма) "Полесье" комбайнпа 1900 тонна çапса тĕшĕлесе иккĕмĕш вырăна тухнă. "Урожай" колхоз комбайнерĕсем Геннадий Анатольевич Шакмаковпа Анатолий Валериевич Коновалов пĕрле 1485 тонна тырă тĕшĕленĕ. Вĕсем - виççĕмĕш вырăнта. Дмитрий Витальевич Галзанов ("Слава картофелю" агрофирма) "АВР Спирит" комбайнпа 5722 тонна çĕр улми пуçтарнă. Çавăн пекех маттуррисенчен тĕслĕх илекен ĕçченсене те палăртса хăварчĕç. Александр Владимирович Яковлева ("Труд" ЯХПК), Ринат Салтанович Гисматуллина (райпо), Сергей Николаевич Козлова (Самарин фермер хуçалăхĕ), Алексей Иванович Мартынова ("Комсомольские овощи" ООО) Дипломпа тата парнесемпе чысларĕç.

Сĕт суса илессипе районта "Асаново" ял хуçалăх кооперативне çитекенни çук. Вĕсем кашни çулах малтисен ретĕнче. Кунта тăрăшакан дояркăсем те районта, республикăра малтисен йышне кĕме пултарнă. Акă, Людмила Ивановна Чижикова кăçал кашни ĕнерен 6545 килограмм сĕт суса пĕрремĕш вырăна тухнă. Валентина Васильевна Морозова оператор ("Восток" ЯХПК) 84 пăрăва самăртнă, вĕсем кунсерен вăтамран 867-шер грамм ỹт хушса пынă. Елена Кирилловна Крылова ("Рассвет" ЯХПК) 82 пăру çитĕнтернĕ, вĕсем кунсерен вăтамран 919-шер грамм ỹт хушнă. Ольга Николаевна Кузьмина ("Рассвет" ЯХПК) хăйне шанса панă кашни сысна аминчен 26,7 çура илнĕ. Лев Анатольевич Львов хурт-хăмăрçă ("Восток" ЯХПК) пĕр хурт çемйинчен 25 килограмм пыл илме пултарнă.

Ял ĕçченĕсене тăрăшулăхĕшĕн тавах.

Зинаида Гурьевна Максимова:

- Пире хисеплесе кашни çулах уяв туса пани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ çỹллĕ шайра иртрĕ. Тĕрлĕ куравсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Пирĕн районта тĕрлĕ производство чăннипех те лайăх аталаннă. Эпир çăкăр-булка, премĕк-печени, сĕт-çу юр-варĕ, минераллă шыв тата лимонадсем хатĕрлессипе те маттур. Пирĕн продукцие хапăлласах, юратса туянаççĕ. Ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе те малтисен йышĕнче. Малашне татах та ăнăçлăрах ĕçлесчĕ, çитĕнỹсем патне ăнтăласчĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика