Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтел çинчи çăкăршăн тавах çĕр ĕçченне

24 октября 2015 г.

Çĕр ĕçĕ - чи авалхисенчен пĕри, вăл пурнăç тыткăчи. Хресчен пĕтĕм халăха тăрантарать. Юратса тăрăшсан çĕр кỹрентермест, тыр-пул, выльăх апачĕ те тулăх çитĕнеççĕ. Ахальтен-и "Сĕтел çинче çăкăр пулсассăн - пурăнатпăр", -- тетпĕр. Çăкăр пулсассăн юрă та çуралать, уяв та пулать. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне кĕр вĕçĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна октябрĕн 23-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче уявларĕç. Ĕçре чи маттуррисене, тăрăшуллисене чысларĕç. Шăпах хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ỹсĕмĕсем пысăк.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем мĕнле тăрăшнипе район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин туллин паллаштарчĕ. Ỹсĕмсем пуррине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Çакă чи малтанах çут çанталăк условийĕсенчен те, çĕре мĕнле апатлантарнинчен те, пăхнинчен, вăхăтра çум курăкран тасатнинчен килет. Сăмахран, кăçал çумăр сахалрах çунăран уй-хир культурисем кирлĕ пек çитĕнмен. Апла пулин те, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене бункер виçипе 31639 тонна пухса кĕртнĕ. 2014 çулхипе танлаштарсан 8 процент сахалрах. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 20,9 центнер. Чи пысăк тухăç илекенни - "Урожай" колхоз. Кăçал вĕсем кашни гектартан 27-шер центнер илнĕ. Çавăн пекех "Рассвет", "Слава" ЯХПКсенче, "Искра" колхозра вăтам тухăç 26 центнер ытларах. 12 хуçалăхра вăтам тухăç - 20 центнертан каярах.

Районти хуçалăхсенче çĕрулми япăх мар çитĕннĕ. Кăçал асăннă культурăна 1254 гектар лартнă, пĕлтĕрхинчен 101 гектар ытларах. Пурĕ 29519 тонна пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç - 239 центнер. Çĕрулми туса илес енĕпе пĕлтĕр те, кăçал та "Комсомольские овощи" агрофирмăна çитекен пулман. Çак культурăна вĕсем кăçал 140 гектар çинче çитĕнтернĕ, вăтам тухăç кашни гектартан - 392 центнер. Çавăн пекех "Слава картофелю" агрофирмăра та вăл тухăçпа савăнтарнă - 314 центнер. Палăртса хăвармалла, асăннă икĕ хуçалăхра та çĕрулми уйĕсене шăварса тăнă. Çакна пурнăçлама вĕсем ятарлă "Валей" тата "Вестерн" машинăсем туяннă. "Дружба" ЯХПКра та, Н.Г. Самарин, М.А. Хайртдинов фермер хуçалăхĕсенче те вĕсен тĕслĕхĕпе анлă усă курнă. Пухса кĕртнĕ "иккĕмĕш çăкăра" чылай хуçалăхра хранилищĕсене хунă, ăна çуркунне сутлăха ярсан аванрах пулнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Сăмахран, районти хуçалăхсенче 15 пин тонна çĕр улмине упрама ятарлă управсем хута янă, çитес вăхăтра Н.Самарин фермер хуçалăхĕнче, "Дружба" ЯХПКра, "Урожай" колхозра та çакăн йышшисемех хăпартма планланă.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем пахча çимĕç туса илесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал пахча çимĕçе 140 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ку енĕпе уйрăмах "Комсомольские овощи" ООО тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Вĕсем 2028 тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç - 520 центер.

"Рассвет" ЯХПК-ра ĕçлекенсем - кăçал чи маттуррисем. Хуçалăхри ĕçченсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 33 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илсе чи пысăк парнене - Ылтăн пучаха - тивĕçрĕç. "Асаново" ЯХПК ĕçченĕсем усă куракан кашни гектар çĕр пуçне 32,2 центнер апат единиципе иккĕмĕш вырăна тухрĕç. "Слава картофелю" агрофирма кашни гектартан 28,6 центер пухса кĕртсе - виççĕмĕш вырăнта.

Аш-какай туса илессипе "Золотой колос" фермер хуçалăхĕ мала тухнă. Кăçал вĕсем усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 70 центнер аш-какай туса илнĕ. Çавăн пекех "Труд" ЯХПК ĕçченĕсем те аван ĕçленĕ, вĕсем 63 пин тонна аш-какай реализациленĕ. Сĕт сăвассипе "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем чи маттуррисем пулнă. Унта кашни 100 гектар çĕр пуçне 673 центнер сĕт туса илнĕ. Районти хуçалăхсем халăхран сĕт туянассипе те тăрăшаççĕ. Сĕт пахалăхне шута илсе халăха укçа-тенкĕ тỹлессине те йăлана кĕртсе пыраççĕ. Ку енĕпе вара "Урожай" колхоз уйрăмах аван ĕçлет. Вĕсем кăçал ял çыннисенчен кашни ĕне пуçне 3166 килограмм сĕт туяннă. "Асановăра" - 2875 килограмм, "Дружба" хуçалăхра 2167 килограмм сĕт пуçтарнă.

Сĕтрен тĕрлĕ сыр хатĕрлесе кăларас енĕпе чи паха тухăçпа Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕ (ертỹçи Вадим Агамирян) палăрчĕ.

Пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов уяв ячĕпе саламларĕ, малашне тата та ỹсĕмлĕрех, кăтартуллăрах ĕçлеме ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Уява пухăннă ĕçченсене Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Константин Никитин, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин саламларĕç.

- Сирĕн ĕçĕр пархатарлă та яваплă. Эсир тăрăшуллă пулнăран кăçал уй-хир культурисем, аш-какай, сĕт-çу продукчĕсем аван туса илтĕмĕр. Чыс та мухтав сире. Малашне те çирĕп вăй-халпа ĕçлесчĕ, кăтартусене татах та ỹстересчĕ, - терĕ Алексей Александрович.

Ял хуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăларĕç, парнесемпе чысларĕç. Уявра юрри-ташши те нумай пулчĕ. "Каçал", "Кубняночка" ансамбльсем, районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, уйрăм юрăçсем чăваш, вырăс, тутар юррисене шăрантарчĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç.

Кăçал культурăпа кану центрĕн фойинче йĕркеленĕ выставка çав тери пуяннине палăртма кăмăллă. Районта хатĕрлекен тĕрлĕ продукципе паллашма тата вĕсене тутанса пăхма май пулчĕ. Райпо ĕçченĕсем культура çурчĕ умĕнче "Кĕр парнисем" курав йĕркелени те уява килнисемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне кашни çулах çỹллĕ шайра ирттересчĕ, вăл ĕмĕрлĕхех асра юлтăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика