Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесĕр тăрăшнă, чыс-хисепе тивĕçнĕ

07 марта 2013 г.

«Пурнăç пурăнса ирттересси — уй урлă каçасси мар», — тет йывăрлăха çĕнтерсе пурнăç илемлĕхне çухатман М.Н.Лукиянова. Темиçе теçетке çултан иртнĕ пулсан та кинемей чăтăмлăхне те, çепĕçлĕхне те çухатман-ха. «Ырă ĕç ырăпах таврăнать», — тет вăл.

Мария Николаевна Лукиянова Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Виçĕ ача ÿснĕ çак çемьере, Марье вара — иккĕмĕш. Ашшĕ, Николай Павлович Алякин, Аслă Отечествăлла вăрçа тухса кайнине паянхи кун та лайăх ас тăвать вăл. Ун чухне 8-та пулнă. Ытла та йывăр килнĕ-çке ачасене тĕнчере хăрушă вăрçă алхаснă кунсенче.

«Ачалăх мĕнне пĕлмесĕрех юлтăм. Выçăллă-тутăллă кунсем, шартлама сивĕре аслисемпе пĕрле вăрманта вут-шанкă пуçтарни, хирсенче пуç çĕклеми ĕçленĕ самантсем асăмра», — терĕ Марье аппа.

Çапла, пурнăç пĕрре те ачашламан вăрçă çулĕсенчи ачасене. Вăрçă хыççăн та хĕр колхозра ĕçлесе пиçĕхнĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан вара счетовод-кассирта тăрăшма пикеннĕ. Ун хыççăн ялти, Хурнайĕнчи, Элпуçĕнчи, Чĕчкенти почта уйрăмĕсенче начальникре ĕçленĕ. Райпо тытăмĕнче — кĕнеке магазинĕн заведующийĕнче — тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă Мария Николаевна, виçĕ хутчен ял Совет депутатне суйланă ăна. Пенсие тухсан та килте ларман ĕç ветеранĕ, паха опыта çамрăксене панă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята пĕр хутчен кăна мар тивĕçнĕ. Ĕçри тăрăшулăхшăн медальсемпе те чысланă ăна. ...Мария Николаевна хăйĕн телейне ялтах тупнă: 1954 çулта Анатолий Данилович Лукияновпа çемье çавăрнă. Пĕрлешсенех хăтлă кирпĕч çурт лартнă. Кил хуçин алли ылтăн пулнăран, пÿрт ăш-чиккине ытларах хăй тĕллĕн тунă. Кÿршĕ-аршăра, ял-йышра тăрăшулăха, ĕçченлĕхе пула ырă ята тивĕçнĕ мăшăр ачисене те кирлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. «Ăста платник пулнă манăн мăшăр. Ăсталăхĕ ачасене те куçнă»,— тет вăл.

Ачисем чăннипех те маттур Лукияновсен. Хĕрĕ Надежда амăшĕн çулĕпе кайнă, районти вĕренÿ пайĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Евгенипе Вячеслав вара урăх регионта ĕçлеççĕ. Ывăлĕ Викентий — тĕнчере паллă художник. Паянхи кун та пÿрт стенине унăн ÿкерчĕкĕсем илем кÿреççĕ.

Хисеплеççĕ Мария Николаевнăна ачисем, тăванĕсем тата ял-йыш. Пуринпе те ăшшăн калаçать кинемей. Вырăнлă канашсем те парать.

Паянхи кун М.Лукиянова пĕчченех пурăнать. Апла пулсан та йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать. Ачисем амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ, кил-çуртра пулăшаççĕ. Мария Николаевна хăй те вĕсене алсиш-нуски çыхса парать.

Пуш уйăхĕнче кинемей 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Тулли кĕрекене пухăнса ăна ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем саламлĕç.

«Пушă вăхăт пачах та çук. Акă, çитес кунсенче иртекен «Атьăр-ха, асаннесем!» конкурса хутшăнма хатĕрленетĕп... Кашни çын тĕнчене телейлĕ пулма килет. Телейлĕ çын эпĕ. Анчах та мăшăрсăр телей çурри кăна. Юнашар пулма Турă пилленĕ çынна упрăр», — терĕ вăл.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика