Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерана саламланă

17 июня 2015 г.

Чĕчкен ялĕнче пурăнакан Рафагат Миниетуллович Айнетдинов июнĕн 9-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Ялти хисеплĕ çынна, ветерана юбилей ячĕпе район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов ăшшăн саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткипе чысланă. Президент Рафагат Миниетулловича юбилей ячĕпе саламланă. Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн, йывăр вăхăта чăтса ирттерме пултарнăшăн, Çĕнтерĕве çывхартассине пысăк тỹпе хывнăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал суннă.

Рафагат Миниетулловичăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Ялти шкула пĕтернĕ хыççăн "Игенче" колхозра тăрăшнă. 17 çул тултарнă яша çар комиссариатне чĕнсе илнĕ те, Чулхулана снайперсен шкулне вĕренме янă. Унта вăл 6 уйăх пĕлỹ пухнă. Пулеметчиксен шкулне пĕтернĕ. Хаяр вăрçă кунĕсенче Сталинград хулине хỹтĕленĕ, йывăр аманнă. Чылай вăхăт хушши сипленнĕ хыççăн 1944 çулта ăна тăван тăрăха янă.

1945 çулта Рафагат Миниетулловичпа Сания Сатртдиновна çемье çавăрнă. 66 çул пĕрле пурăннă вĕсем. 14 ача çуратнă, анчах пурте пурăнайман, 8-шне тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ 2011 çулта çĕре кĕнĕ. Паянхи кун ветеран аслă ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Вăл 8 ачипе, 22 мăнукĕпе тата вĕсен 21 ачипе чунтан савăнать. Ăрăва тăсакансем пурришĕн чунтан хĕпĕртет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика