06 июня 2015 г.
Майăн 31-мĕшĕнче Элпуç ял поселенийĕнче Акатуй-Сабантуй уявĕ иртнĕ. Çак пысăк уява ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен ирттерни йăлана çирĕп кĕрсе вырнаçнă ĕнтĕ. Савăнăçлă лару-тăрăва "Дружба" ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров сăмах илсе уçнă. Уявăн хисеплĕ хăнисем хушшинче Евгений Карпеев, Кияметдин Мифтахутдинов, Николай Ильин, Владимир Гордеев пулнă. Вĕсем уява пуçтарăннисене кăмăлтан саламланă, ĕçре палăрнисене премипе, ял хуçалăх кооперативĕн хаклă парнисемпе чысланă, тỹрĕ чунпа тăрăшнăшăн тав туса пысăк тухăç илме суннă. Куракансем чăвашла, вырăсла, тутарла юрăсемпе, çулăмлă ташăсемпе нумайччен хавхаланса киленнĕ. Акатуй-Сабантуя хутшăнакансем валли кунĕпех аттракционсем ĕçленĕ.
Спорта кăмăллакансем тĕрлĕ вăйăсене хутшăннă. Алă вăйне виçсе, кире пуканĕ çĕклесе, михĕ ăшĕнче чупса ăмăртнă.
Çав кунах Чĕчкен ял поселенийĕнче пурăнакансем те ламран-лама куçса пыракан Акатуй-Сабантуй уявĕнче савăннă. Уяв илемĕ - юрă-ташăра, вăйă-кулăра. Пухăннисене Аслă Чурачăк ялĕнчи культура ĕçченĕсем, "Илем" ансамбль, Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем ташăсем, чăвашла, вырăсла, тутарла юрă-кĕвĕ парнеленĕ. Куракансем сцена çинчи артистсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ, кашни номерех хапăлласа йышăннă. Яланхи пекех, спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса кĕрешнĕ.
Майăн 31-мĕшĕнче Тукай ял поселенийĕнче те этнокультура паркĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Акатуй иртнĕ. Кăçал ăна ял 390 çул тултарнине тата вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине халалланă. Чаплă уявсем ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.Андреева, "Рассвет" ЯХПК председателĕ В.Никифоров, Тукай ял çыннисем Г.Шурбин, Г.Краснов, С.Никитин, П.Матросов саламланă. Савăнăçлă уява халăх йышлăн пуçтарăннă. Паркран йĕри-таврана сарăлакан юрă-кĕвĕ сасси, чуччу, пони çинче ярăнакан ачасен таçтанах илтĕнекен кулли, чăваш наци тумĕсене тăхăннă хĕрарăмсем уява илем кỹнĕ. Тĕхĕмлĕ шỹрпепе пурне те сăйланă, вăл Акатуй тĕшши пулнă.
Шăрăха пăхмасăрах пурте "Шăпчăк", "Шурăмпуç" коллективсен, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсен юрри-кĕввипе киленсе алă çупса савăннă. Чăваш эстрада юрăçисем Вячеслав Христофоров, Марта Зайцева, "Дуняша" ансамбль концерт лартни куракансемшĕн парне пулнă. Уяв Геннадий Шурбин меценат ентешĕсем валли хатĕрленĕ фейерверкпа пĕтнĕ.
Кашни ялтах халăх ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та, спорт ăмăртăвĕсенче те пултаруллă пулнине туллин çирĕплетнĕ. Ял ĕçченĕсем çак кун кăмăлтан савăннă. Çитес эрнере, июнĕн 12-мĕшĕнче, ĕçпе юрă, спорт уявĕ район халăхне йыхравлĕ.
Источник: "Каçал Ен"