Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă

23 мая 2015 г.

Майăн 20-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулма, вĕсене хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма Шупашкартан ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ, ентеш, Петр Краснов ертсе пырать. Йышра ЧР финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, "Хыпар" ИÇ директорĕ - тĕп редактор Валерий Туркай тата ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа тĕл пулса пурнăçламалли ĕçсене, сỹтсе явмалли ыйтусене палăртнă хыççăн ĕçлĕ ушкăнсем Шурут, Чĕчкен, Комсомольски, Тукай ял тăрăхĕсене çитрĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

  Михаил Афанасьевпа Петр Краснов Шурут ял тăрăхне çитрĕç. Чи малтанах ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, специалистсемпе тĕл пулчĕç. Çавăн пекех çурхи ака ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май "Урожай" колхоз председате-лĕпе Алексей Ершовпа тĕл пулчĕç, ял ĕçченĕсем тăрăшакан уй-хире çитрĕç.

  - Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех акса пĕтернĕ. Кăçал вĕсем 1089 гектар çинче çитĕнĕç. Паянхи куна ĕçченсем çĕр улми лартаççĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 85 гектар çинче пурнăçланă. Çанталăк аван пулнăран вăхăтра акса пĕтертĕмĕр, ытти ĕçсене те планпа килĕшỹллĕн вĕçлес тĕллевпе тăрăшатпăр. Акă, ĕçченсем çĕр улмин "Любава" вăрлăхне лартаççĕ. Вăл кашни çулах аван тухăçпа савăнтарать, - паллаштарчĕ Алексей Никифорович. Ĕçлĕ ушкăн хире çитнĕ вăхăтра ял ĕçченĕсен апат вăхăчĕччĕ. Кăнтăрлахи апата столовăйĕнчен уя килсех çитереççĕ. "Кун пек меллĕрех, вăхăт перекетленет тата тутлăрах та", - теççĕ вĕсем. Уй-хирте чăннипех те ĕç вĕресе тăрать. Пĕр уйра ĕçе пĕтереççĕ те теприне куçаççĕ. Паха тухăç туса илесси ака вăхăтĕнче ĕçе мĕнле пурнăçланинчен, мĕнле вăрлăх акнинчен тỹрремĕнех килнине Шурутсем аван пĕлеççĕ. Çавăнпа та вĕсем тỹр пилĕклĕ мар. Ял ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май Петр Степанович Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн "Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ" отчечĕпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе япăх мар ĕçленĕ. Вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика, спорт тата культура сферине аталантарма 32,7 миллиард тенкĕ укçа янă. Чăваш Енри хуласемпе районсенче çĕнĕ ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пунк-чĕсем тата ытти çĕнĕ объектсем хута кайнă. Кăçал пурнăçламалли ĕç планĕ те пысăк. Пирĕн районта, Элпуç ял тăрă-хĕнче çĕнĕ шкул хута каймалла. Çавăн пекех Михаил Афанасьев çуллахи вăхăтра çамрăксен канăвне усăллă йĕркелесси тата вĕсене ĕçе явăçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине, тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ.

  ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Воронова Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Юрий Лукияновпа, специалистсемпе, "Труд" ЯХПК ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕнчи ыйтусене сỹтсе яврĕç. Вырăнти ял хуçалăх предпритийĕнче ака ĕçĕсене вĕçленĕ, ĕçченсем çĕр улми лартаççĕ. Чĕчкен ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе кашни çулах пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Кăçал, сăмахран, ача-пăчасене пушă вăхăта усăллă ирттерме, выляма ятарлă площадкăсене юсаса çĕнетнĕ, вылямалли оборудованисем лартнă. Халĕ кунта ача-пăча сасси янăраса çеç тăрать. Çавăн пекех ял тăрăхĕн администрацийĕ, "Труд" ЯХПК çуллахи вăхăтра çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçпе ти-вĕçтерсен аван пулмалла. Галина Воронова пĕлтернĕ тăрăх кăçал районĕпе çул çитмен 450 ачана тĕрлĕ ĕçе явăçтарасшăн.

  "Хыпар" ИÇ директорĕ - тĕп редактор Валерий Туркай тата район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ Василий Васильев Тукай ял поселенийĕнче пулчĕç. Анат Ти-мĕрчкасси тĕп шкулĕн ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕç, ыйтусене сỹтсе яврĕç. Вĕсем Çĕнĕ Мăратри культура çуртне те çитрĕç.

  - Ял çыннисен канăвне усăллă ирттермелли, концертсемпе кану каçĕсем йĕркелемелли чи чаплă кермен ку, - пĕлтерчĕ Валерий Туркай культура çурчĕпе паллашнă май.

  Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Николаевич Иванов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Иванович Чернов чи малтан "Кооператор" ООО-на çитрĕç, Мансур Минетуллович Ямалиев директорпа тĕл пулчĕç. 1974 çулта йĕркеленнĕ "Кооператор" ООО Чăвашпотребсоюзăн чи çирĕп тăракан пред- приятийĕсенчен пĕри. Вăл кăларакан лимонадсене, минераллă шывсене Чăваш Республикипе çывăхри регионсенче пурăнакансем çав тери кăмăллаççĕ.

  - Халăхсен кăмăлне тивĕçтерес, продукцин ассортиментне пуянлатас тĕллевпе цехсенчи оборудованисене çĕнететпĕр. Кунта пысăк квалификациллĕ, опытлă ĕçченсем тăрăшаççĕ, çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Лимон, пĕтнĕк, çĕр çырли, чие тутисемпе ароматизациленĕ "Аква-Комс" минераллă шыва, кваса , 10 процент сок хушнă морса çынсем тутанса пăхса хакларĕç, - пĕлтерчĕ директор.

  Валерий Николаевичпа Евгений Иванович Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулĕнче те пулчĕç. Шкул директорĕпе Георгий Митрофановичпа тата педагогсемпе тĕл пулнă май информаци кунĕн ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕç. Ачасен çуллахи канăвне усăллă ирттерме вăтам шкул хатĕр. Июнĕн 1-мĕшĕнче ĕçпе кану лагерĕ ĕçлеме тытăнать. Унта 120 вĕренекен сывлăхне çирĕплетĕ, канăва усăллă ирттерĕ. Çавăн пекех вĕренекенсене выляма, чупма меллĕрех пултăр тесе Георгий Митрофанович шкул территорийĕнче стадион тăвасшăн. Юсав ĕçĕсен вăхăтĕнче классенчи хăш-пĕр чỹречесене те улăштарасшăн.

  Пĕрлехи информаци кунне яланхиллех район администрацийĕн пуçлăхĕн пỹлĕмĕнче пĕтĕмлетрĕç. Палăртнă ыйтусене ял çыннисемпе пĕрле сỹтсе явнă, кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă. Район хаçатĕнче информаци ушкăнĕнчи специалистсем çынсене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннине пĕлтеретпĕр пулин те, йышăнăва килекенсем сахалăн. Информаци ушкăнĕн членĕсем ял çыннисене кăсăклантаракан ыйтусем, паллах, пурах тесе шутлаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика