Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Санпа мухтанатăп

13 мая 2015 г.

Манăн ват кукаçи, Николай Павлович Артемьев, 1924 çулта Аслă Чурачăк ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1941 çулта тăхăр класс пĕтернĕ, анчах йывăр чирленĕ пирки малалла вĕренме май килмен.

1942 çулхи çурла уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ. Фронта ăсатас умĕн ăна Канашра кĕçĕн командира вĕрентнĕ. 1943 çулхи май уйăхĕнче танксен 5-мĕш армийĕн механизациленĕ 1-мĕш полкĕнчи разведка ротине янă. Çапăçăва пуçласа Курск пĕккинче кĕнĕ. Çĕнтерỹ çулĕ тумхахлă пулнă пулсан та, гварди кĕçĕн сержанчĕ Николай Артемьев Берлина çитме пултарнă. Вăрçăра ăна хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, "Хăюлăхшăн" икĕ медальпе наградăланă, командованирен тав сăмахĕсем пĕрре мар илтме тивĕçлĕ пулнă. Темиçе хут аманнă. Сывалнă хыççăн каллех строя тăнă.

Хĕрлĕ Çăлтăр пĕрремĕш орденĕпе ăна фашистсен хăй тĕллĕн çỹрекен "Фердинанд" туппине пĕтернĕ чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн наградăланă. Пирĕн танксене хирĕç персе тăракан туппа пĕтерме ниепле те май килмен. Вара командир ман ват кукаçие "Фердинанда" тĕп тума хушнă. Çула тухас умĕн разведчик тавралăха тимлĕн сăнанă. Окопран упаленсе тухсан тавра çулпа кайма шутланă. Пĕчĕк вар тăрăх пĕшкĕнсе чупнă. Ял варринче пулма кирлĕ туппа тупма нимĕçсен сассисем пулăшнă. Разведчик сасăсем еннелле шунă. Умлă-хыçлă виçĕ граната ывăтнă вăл тăшман çинелле. "Фердинанд" расчечĕ çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхех сывпулашнă.

Иккĕмĕш Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ вара ăна вăрçă хыççăн тин шыраса тупнă. "Чĕлхе" тытса тата тăшман вăйĕ çинчен тĕплĕн пĕлсе килме хушнă пулнă вун икĕ разведчика. Ку хутĕнче те çапăçусăр пулман. Чи çывăх тусне те, Нĕркеç каччине - Петр Юманкова - çак разведкăра çухатнă вăл, хăй те аманнă. Ун хыççăн госпитале лекнĕ. Госпиталь хыççăн ăна урăх чаçри разведчиксен ротине янă.

Паттăр салтак Аслă Чурачăка 1947 çулта таврăннă, тỹрех мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. Чылай çул шкулта ĕç учителĕ пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Анфиса Васильевнăпа, пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Вунă мăнуклă пулнă. Питĕ шел, эпĕ çураличчен пĕр çул маларах вăл вăрçă суранĕсене пула çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Инна ЕРМОЛАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика