13 мая 2015 г.
Манăн кукаçи, Петр Павлович Алексеев, 1923 çулта Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралнă. Çемьере вăл асли пулнă. Çичĕ çула çитсен кукаçи ашшĕсĕр тăрса юлнă.
Вăрçă пуçлансан вăл фронта тухса кайнă. Манăн кукаçи нимĕç фашисчĕсене мĕн тĕп тăвичченех юнлă вăрçă хирĕнче сапер отделенийĕн командирĕ пулса çапăçнă, нумай медальпе орден, Верховнăй Главнокомандующин Тав хучĕсене илме тивĕç пулнă.
Варшавăшăн пынă çапăçусенче хăюллă пулнăшăн, нумай мина лартнăшăн ăна "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă. Германи çĕрĕ çинче ялсемпе хуласене ирĕке кăларнăшăн унăн юлташĕсене "Çапăçура палăрнăшăн", "Паттăрлăхшăн" медальсемпе, командирне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Пĕр çапăçура вăл йывăр аманнă. Берлина илнĕ чухне кукаçи госпитальте выртнă.
Пĕррехинче кукаçие мала, çул çинче минăсем пуррипе çуккине тĕрĕслеме, янă. Вăл çул çинче çĕрпỹрт курнă, кĕриччен автоматран пỹртелле пенĕ. Шала кĕрсен вара кукаçи виçĕ нимĕç виллине курнă. Пĕр нимĕç алăк патĕнчех выртнă, аллинче çĕçĕ пулнă. Кукаçи кĕрсенех ăна çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ пулĕччĕç.
Эпĕ çут тĕнчене килнĕ чухне кукаçи пулман ĕнтĕ. Вăл вăрçă çинчен нумай аса илсе çырса хăварнă тет. Шел пулин те, çав аса илỹсене упраса хăварма май килмен.
Саша Пушкин
Источник: "Каçал Ен"