Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр çулĕ малалла йыхăрать

18 апреля 2015 г.

Аслă Чурачăкри Любовь Вениаминовнăпа Дмитрий Кузьмич Богатыревсем ял-йышра чăннипех те ырă ятлă. Иккĕшĕ те кунтах çуралса ỹснĕ, ялти шкулта пĕлỹ илнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче пулнă. Дима вун-вун пике хушшинче Галкинсен вăтам хĕрне яштак та чипер, ĕçчен, сăпайлă пулнăшăн, çурхи кун пек йăлтăр куллишĕн куç хывнă пуль. 1989 çулта вара çамрăксем çемье чăмăртанă. Хунямăшĕпе, Евдокия Федоровнăпа, 17 çул килĕштерсе, пĕр сăмахра пурăннă Люба.

Чăваш халăхĕ авалтанах ялти ятлă çынсемпе тăванлашма тăрăшнă-çке. Ку енчен пăхсан икĕ çемйи те ял çинче сумлă, хисеплĕ çынсем пулнă. Любăн ашшĕпе амăшĕ, Валентина Фадеевнăпа Вениамин Иванович Галкинсем, хăйсен ĕмĕрĕсене ĕçре ирттернĕ. Çемье пуçĕ ялти ăста платник шутланнă, мăшăрĕ вара фермăра пăру пăхнă. Вĕсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Ачисене çирĕп тытнă, ăрăва малалла тăсака-нĕсене тĕрĕс воспитанипе тарăн пĕлỹллĕ çитĕнтерме тăрăшнă. Унсăр пуçне, пурнăçра кирлĕ хăнăхусене алла илччĕр тесе, пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçтарнă, ыррине усалтан уйăрма вĕрентнĕ. Аслисем хăйсене чунне панине кура ачисем те ашшĕ-амăшне вĕренỹри çитĕнĕвĕсемпе, ĕçри ăнăçăвĕсемпе савăнтарнă. Вăтам шкул хыççăн пурте професси пĕлĕвĕ илнĕ.

- Атте эпир уроксене тунине çирĕп тĕрĕслетчĕ, çĕрле тăратса лартса та ыйтма пултаратчĕ. Почерк хитре пулнăшăн мана мухтатчĕ. Пурне те укçа-тенкĕне перекетлĕ тыткалама вĕрентетчĕ. Анне вара йăваш, çемçе кăмăллăччĕ. Халĕ, нумай çул иртнĕ хыççăн, шутлатăп та, атте çавăн пек пулни хăйĕн çимĕçне панах, пĕртăванăмсем пурте вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынă, - терĕ Любовь Вениаминовна, ку тĕнчерен уйрăлма ĕлкĕрнĕ юратнă çыннисен сăнарĕсене куçĕ умне кăларса.

Люба, ачасене питĕ юратнăран, воспитатель ĕçне килĕштернĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе хĕр Шупашкарти педагогика училищине çул тытнă. Виçĕ çултан çамрăк специалист тăван района таврăнса 2-мĕш номерлĕ ача садĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Ăшпиллĕ те çепĕç чĕлхеллĕ аслă юлташне ачасем те килĕштернĕ, вăл кирек мĕнле ĕç хушсан та кăмăлпах пурнăçланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пăтрашуллă самана ача сачĕсене те пырса тивмесĕр иртмерĕ. Садик хупăннă хыççăн Любовь Вениаминовна вунă çул ытла уйрăм çыннăн лавккинче сутуçăра ĕçленĕ. 2007 çулта вара, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче кĕçĕн çулхи ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнне йĕркелесен, Л.Богатырева хăйĕн чун юратнă ĕçне çĕнĕрен пуçăннă, паян кунчченех унта тăрăшать. Ачасене ỹкерме-çырма хăнăхтарать, аталантаракан вăйăсем выляттарать. Юмахсем лартма питĕ юратаççĕ иккен ушкăна çỹрекенсем. "Канмалли кунсем вăрăма кайсан питĕ тунсăхлатăп шăпăрлансемсĕр, хăйсем те мана урам хушшинче курсан чупсах пыраççĕ", - тет педагог.

Ĕçрен пушă чухне те Любовь Вениаминовнăн тунсăхлама вăхăт çук. Тĕрлĕ япала çыхать, чечексемпе кăмăлтанах аппаланать. Çутçанталăка сăнама, хĕвелпе, йывăç-курăкпа калаçма юратать. Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕнче тата чиркỹ хорĕнче юрланинче чун киленĕçне тупать. Обществăлла ĕçрен те нихăçан та пăрăнмасть Любовь Богатырева. Вăл - Чĕчкен ял поселенийĕн депутачĕ, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи профсоюз комитечĕн председателĕ.

Çапах та хĕрарăм телейĕ - çемьере, ачисенче. Любăпа Дмитрий икĕ ывăл çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Часах кин кĕртме ĕмĕтленеççĕ Богатыревсем. Аслă ывăлне, Шупашкарта суд приставĕнче ĕçлекен Сергее, авлантарма хатĕрленеççĕ. Кĕçĕнни вара, Борис, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ.

"Тăван тăварпа пиçнĕ", теççĕ халăхра. Йышлă çемьесенче çитĕннĕ мăшăр çакна никамран лайăх ăнланать. Тăвансем хушшинчи хутшăнусене куллен çирĕплетсе пыраççĕ, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та пĕр-пĕрне пулăшма васкаççĕ, çамрăксене те çак хаклăха упрама вĕрентеççĕ.

Кăçал, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, Любовь Вениаминовна хăйĕн 50 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Ĕмĕр çулĕ вара малалла йыхăрать. Уншăн çав çул яланах такăр та телейлĕ пултăрччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика