Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамай, тавах эс пурришĕн!

04 апреля 2015 г.

Шăнкăрав сасси урок пĕтнине систерчĕ те, пĕрремĕш класри Вероника урамра утса пыракан кукамăшĕ патне чупса тухрĕ. Кукамăшĕ, Вера Васильевна, мăнукне курсан йăл кулчĕ. Аллинчи çыхха уçса хитре хутлă канфет туртса кăларчĕ, мăнукне хăналарĕ.

Çапла, епле юратмăн пирĕн кукамая! Ăслă-тăнлă, ырă-кăмăллă, тирпейлĕ, тарават, илемлĕ, хастар, ĕçчен, маттур... Сăмах та çитмест пулĕ хамăн кукамай пирки каласа пама. Вера Васильевна Данилова Патăрьел тăрăхĕнчи Именкасси ялĕнче 1955 çулта çуралнă. Амăшĕпе çеç ỹснĕ хĕрачан вĕренес туйăмĕ те пысăк пулнă, ĕçлемесĕр те май килмен. Арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те тума тивнĕ. Суйласа тăман маттур хĕрпĕрчи, суйламашкăн май та пулман. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкула лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пĕтерсессĕн фермăна дояркăна ĕçлеме вырнаçать. Ялти клубра та, колхозри комсомол организацийĕн секретарĕнче те ĕçлет. Каçхи шкулта та вĕренсе ĕлкĕрет вăр-вар хĕрача. Яланах малтисен ретĕнче пулнишĕн хисеп хучĕсемпе çеç мар, комсомол путевкипе те чысланă хĕре. Комсомол путевкипе вăл Болгари çĕрĕнче пулса курнă.

1978 çулта маттур Вера тата Каçал тăрăхĕнчи Аслă Чурачăк каччи, Валерий Ефремов, çемье çавăраççĕ. Виçĕ ача çуратса, пĕлỹ парса анлă çул çине кăлараççĕ. Вĕсен кашнин хăйĕн çемье, ĕç вырăнĕ. Каçал тăрăхне пурăнма килсессĕн маттур хĕрарăм шкул столовăйĕнче ачасене тутлă апат пĕçерсе çитерет. Çуллахи вăхăтра колхозри бригадăра та ĕçлеме ĕлкĕрет.

Хальхи вăхăтра пирĕн кукамай ывăлĕ-хĕрĕпе, кинĕ-кĕрỹшĕпе çеç мар, мăнукĕсемпе те савăнса пурăнать.

Эпĕ санпа мухтанатăп та, савăнатăп та, кукамай. Çут тĕнчери пĕтĕм ырă сăмах саншăн пултăр. Тавах сана çут хĕвел пек ăшă кăмăлушăн, эс пурришĕн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика