Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç

22 февраля 2013 г.

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Аслă Чурачăкра çуралса ÿснĕ СССР чемпионкине Вера Черновăна халалласа йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Спорт уявне уçса Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Россия Федерацийĕн физкультура отличникĕ, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн выпускникĕ Владимир Иванович Ласточкин спортсменсене ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех вăл курма килнĕ çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарчĕ. Вера Чернован пĕр тăванĕн хĕрĕ, Вера Крылова, йĕлтĕрçĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Ăмăрту питĕ хĕрÿ иртрĕ. Чи малтанах старта районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче пĕлÿ пухакан хĕр ачасем тухрĕç. Дистанцире Р.Никифорова (Аслă Чурачăк) — пĕрремĕш, К.Степанова (Анат Тимĕрчкасси) — иккĕмĕш, О.Зверева (Тăманлă Выçли) виççĕмĕш пулчĕç. Çак ушкăнри ар çын ачасем хушшинчи чупура М.Белков (Хырхĕрри) малти пулчĕ. С.Алимовпа Ф.Фасхутдинов (иккĕшĕ те Чĕчкенсем) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Вăтам шкулсенче вĕренекен хĕр ачасенчен чи маттурри А.Маркова (Нĕркеç) пулчĕ. К. Кадыковапа (Аслă Чурачăк) Н.Аврелькина (Асанкасси) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене алăран вĕçертмерĕç. Ар çын ачасем хушшинчи ăмăртура Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан К.Зубов, В.Романов пĕрремĕшпе иккĕмĕш пулчĕç. Г.Кириллов (Нĕркеç) виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

Вăтам шкулсен командисенчен Аслăчурачăксем — пĕрремĕш, Нĕркеçсем — иккĕмĕш, Шурутсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Тĕп шкулсенче пĕлÿ пухакансенчен чи маттуррисем Анаттимĕрчкассисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Чĕчкенсемпе Хырхĕррисем.

Ял поселенийĕсен командисем хушшинче чи маттуррисем — Хиртисĕнтĕрсем (О.Кошкина, Н.Волков, С.Алексеева) пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Чĕчкен ял поселенийĕн спортсменĕсем (А.Шикарева, В.Егоров, Д.Гайнуллов) йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика