Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсене çитсе коллективсемпе тĕл пулнă

21 марта 2015 г.

Мартăн 18-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ăна кашни уйăхрах йĕркеленине ялсенче пурăнакансем хăнăхса та çитрĕç пулĕ. Мĕншĕн тесессĕн Шупашкар хулинчи тĕрлĕ ведомствăсенчен килнисем тĕрлĕ ял тăрăхĕсене çитеççĕ, ĕç коллективĕсепе тĕл пулаççĕ, ыйтусем çине хуравлаççĕ, вĕсене сỹтсе яваççĕ. Унпа пĕрлех специалистсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пỹлĕмĕнче йышăнассине те йăлана кĕртнĕ. Юнкун иртнĕ информкуна халăхпа пĕрле сỹтсе явма тĕрлĕ ыйтусене кĕртнĕ. Вĕсем: Чăваш Республикин 2014 çулхи экономикипе социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2015 çулхи тĕллевсем; 2015 çулта çул-йĕр тăвасси. Унпа пĕрлех Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕренпе тума палăртнă уяв мероприятийĕсен планне, палăксене тирпейлес, çуракине хатĕрленес ыйтусене хускатрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе Петр Красновпа район администрацйĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Аслă Çĕрпỹел ял тăрă-хĕнчи лару-тăрупа паллашрĕç. Кунта пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кăçал ялти культура çуртне юсасшăн, сенкер çулăмпа ăшăнмалла тăвасшăн. Унпа пĕрлех культура çуртĕнчех вырнаçнă спортзала та тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн. Халлĕхе спортзал чỹречисене çĕннисемпе улăштарма май килнĕ. Ытти ĕçсене пурнăçлама ял тăрăхĕн бюджетĕнче укçа-тенкĕ çителĕксĕр, вĕсем республика, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пулăшасса шанаççĕ. Ял библиотекине те халăх йышлă çỹрет. 2015 çул Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕ пулнă май тĕрлĕ конкурссем, литература каçĕсем иртеççĕ, кĕнеке выставкисем йĕр-келенĕ. Ĕçлĕ ушкăн ял тăрăхĕн админстрацийĕнче, вырăнти участковăйăн пỹлĕмĕнче пулса курчĕ, лару-тăрупа паллашрĕ. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче пулнă май информкун членĕсем пĕлтĕр шкул çумĕнче ĕçле пуçланă ача садĕнче пулчĕç, юсав ĕçĕсене мĕнлерех пурнăçланипе кăсăкланчĕç, пỹлĕмсене хакларĕç, шкул столовăйне те çитсе курчĕç. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче тĕрлĕ проектсемпе килĕшỹллĕн 2013, 2014 çулсенче юсав ĕçĕсем чылай ирттернĕ. Апла пулин те вĕсем шкулти спортзала юсаса çĕнетес тĕллевлĕ. "Физкультура занятийĕсем йĕркелеме условисене лайăхлатасчĕ", - пĕлтерчĕ Светлана Антонова директор. Вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулнă май информаци кунне кĕртнĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç, республикăри лару-тăрупа паллашрĕç.

- Чăваш Енĕн пĕлтĕрхи çулăн макроэкономика кăтартăвĕсем 2013 çулхипе танлаштарсан самай лайăх. Промышленноç индексĕ, ял хуçалăх производстви лайăхланнине, çурт-йĕрсем хута янине, халăхăн тупăшĕ кулленех ỹссе пынине палăртма кăмăллă. 2015 çулта пурнăçламалли ĕçсем те чылай. Сăмахран, Элпуç ял тăрăхĕнче вăтам шкул хăпартма пуçлаççĕ. Унта ача сачĕ те пулĕ. Çавăн пекех кăçал районти ялсенчи урамсене вак чулран 6 километр çул сарма планланă, проектсем хатĕр. Республикипе илес пулсассăн кăçал 74,5 километр автоçула юсама палăртнă, - терĕ Петр Степанович.

Михаил Афанасьев çурхи ака ĕçĕсемпе Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле тумалли ĕçсем тата мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. "Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çурхи акана тухма хатĕрленеççĕ, техникăна юсаççĕ. Кăçал 1300 гектар çинче çĕр улми çитĕнтерме 4 пин тонна вăрлăх кирлĕ.Çурхи культурăсене17095 гектар акмалла. Акмалли вăрлăхсен 83 проценчĕ кондициллĕ, ыран-паян çак ĕçе вĕçлесе пĕтĕм тыр-пул вăрлăхĕн кондицине 100 процента çитмермелле. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене 300 тонна, 1005 пин тонна удобрени кỹрсе килнĕ, - пĕлтерчĕ вăл. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне уявланă май районта вун-вун мероприяти йĕркелеме палăртнă, нумайăшĕ старт илнĕ те. Çулталăк пуçламăшĕнче районти пур палăксене, мемориал хăмисене, бюстсене паспортизациленĕ. Вĕсене пурне те уяв тĕлне тирпейлесе çитермелле, юсамалла, сăрласа илемлетмелле.

Аслă Çĕрпỹелĕнчи кирпич заводĕнчи лару-тăрупа Аглем Ибрагимов паллаштарчĕ. Иртнĕ çула вĕсем япăх мар вĕçленĕ, 2 млн штук кирпĕч çапнă. Пĕтĕмĕшлĕ тупăш 17 млн тенкĕ ытла. Сезон вăхăтĕнчи ĕçсене ялан тăрăшакан рабочисемсĕр пуçне шкул ачисене те явăçтарнă. Вĕсем тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Пĕлтĕр пĕр кирпĕче 8 тенкĕпе сутнă, кăçалхи хака палăртман-ха. Кирпĕч çапма пуçличчен кунта кашни çулах юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, рабочисем шăпах хăйсен вырăнĕнче тăрăшатчĕç.

- Туянакансем пулсассăн, кăçал тата та ытларах кирпĕч çапасшăн, - пĕлтерчĕ завод директорĕ Аглем Ибрагимов.

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов "Чи лайăх ял поселенийĕ" республикăри конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Информкуна кĕртнĕ ыйтусемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Егорович Ефремов паллаштарчĕ. Çак ыйтусене пухăннисемпе пĕрле сỹтсе яврĕç. Илдус Миннетуллин ялти выльăх-чĕрлĕх фермисем мĕнле аталанни пирки ытларах чарăнса тăчĕ.

"Асаново" ЯХПКри сĕт-çу ферми республикăра чи лайăххисенчен пĕри пулнине, унти дояркăсем кашни ĕнерен сĕт суса илессипе малти вырăнсене йышăннине те асăнса хăварчĕ.

- Вĕсем вăтамран кашни ĕнерен 8400 - 8600 килограмм сĕт сăваççĕ. Апла пулсассăн ыттисен камран тĕслĕх илмелли пурах. Паянхи куна районта ял хуçалăх предприятийĕсемпе пысăк фермăсен шучĕ - 34. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пуçлакан фермерсем грантсем çĕнсе илни те пысăк пулăшу. Вĕсем ĕçе пикеннĕ, выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстереççĕ, малалла ĕçлес тесе талпăнаççĕ, - терĕ Илдус Хадзятович.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурнăçламалли ĕçсем пайтах. 2016 çулта Нĕркеçре ача сачĕ тăвассине те плана кĕртнĕ, тĕрлĕ ялсенчи вак чул сарман урамсене хăтлăлатма та тĕллев лартнă. Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлас тесе ĕçлеççĕ ку тăрăхра.

Çак кăткăс ĕçсемпе пĕрлех Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене те май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Паянхи куна районта вăрçă участникĕсем 32-ĕн, тыл ĕçченĕсем 658-шĕ пурăнать. Вĕсен шучĕ вара çулсерен чакса пырать. Комсомольски районĕнче Аслă Отечественнăй, Афганистанпа чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕпе 47 памятник тунă, 5 мемориаллă хăма, Совет Союзĕн Геройĕсен 5 бюсчĕ пур. Вĕсене яланах тирпейлесе, юсаса тăмалла. Ку енĕпе çитес вăхăтра ĕçе пикенĕç.

Информкуна килнисем ял çыннисемпе пĕрле сỹтсе явнă, халăха хумхантаракан ыйтусене, паллах, шута илеççĕ. Вырăнта татса парайманнисене тĕрлĕ ведомствăсене çитереççех, хуравсем пулаççех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика