Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçăн кашни самантне хут çине куçарать

14 февраля 2015 г.

Пирĕн тăрăх паллă çынсемпе, ăстасемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Викентий Лукиянов художник. Викентий Анатольевич Лукиянов 1970 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, Мария Николаевна, ял администрацийĕнче ĕçленĕ. Ашшĕ, Анатолий Данилович, платник ĕçĕнче тăрăшнă. Викентий пĕчĕкренех ашшĕ йывăçран тĕрлĕ кĕлетке каскаланине сăнама юратнă. Тен çавăнпах пуль, унăн художник пулас килнĕ. Ку ĕмĕт пĕчĕккĕллех çуралнă, 6-мĕш класран вара вăл ку енĕпе кăсăкланма пуçланă. Малтан хăйне килĕшекен сăнарсене ỹкере-ỹкере илнĕ, унтан - мĕн асра тăрса юлнине, чăн пурнăçа та ỹкерсе пăхнă. Хăшĕ-пĕри пулса пĕтнĕ, хăшĕсем пулайман, анчах вăл пурпĕр парăнман. Унăн вĕрентекенĕ Таисия Алексеевна Викентий шкулта чухне ытларах кăранташпа аванрах ỹкернине асăнчĕ. Ỹкерỹ урокĕсем 7-мĕш класс таран çеç, анчах та пултаруллă ача хăй тĕллĕн тата юратнă вĕрентекенĕ пулăшнипе малалла та ỹкернĕ. Вăл килĕнчи стенасене те ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ. Кама хывнă тесен, çывăх çыннисем аслашшĕ фронтран ỹкерчĕклĕ çырусем янине асăнаççĕ.

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк Шупашкарти 4№ ПТУра вĕренет. Кунтан экстерн мелĕпе вĕренсе тухсан çĕршыв умĕнчи тĕп тивĕçе пурнăçлама кайнă. Хĕсметре каччă Украинăра пулнă. Çарта та хăйĕн пултарулăхне аталантарма май тупнă, ăна художник-оформитель ĕçне шанса панă. Унта вăл çуллă сăрăпа ỹкерме тытăннă. Çартан аллине якатса таврăннă çамрăк Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Художествăпа графика факультетĕнче унăн пултарулăхне, ĕçченлĕхне тỹрех асăрханă. Викентин яланах ỹкерес килнĕ: çут çанталăка, çурхи савăк вăхăтсене, хĕвел çинче йăлтăртатакан юра - пурнăçăн кашни самантне хут çине куçарма ăнтăлнă. Пушă вăхăт тупăнсанах çамрăк художник эскизсем тума васканă. Тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче уншăн малтанхи картина галерейи вырăнне универмагсем пулнă. В.Лукиянов картинисем сутуçăсен кăмăлне те кайнă. Вĕсем пурте таса, çутă, чĕрĕ, тарăн шухăшлă пулнă. Чуна çывăх ỹкерчĕксем: сăпайлă салтак тỹми чечекĕн çыххи, ял урамĕнчи юр, вăрман хĕрринчи хĕвел пайăрки, тарăн та таса тỹпе... Института Викентий пилĕк çул вырăнне тăватă çулта пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах авланнă та куçăмсăр майпа вĕренме куçнă. Экзаменсене маларах тытса 1994 çулта институтран вĕренсе тухнă, алла димплом илнĕ.

    Викентий Лукиянов агрегат завочĕн клубĕнче хăйĕн пĕрремĕш куравне йĕркеленĕ. Курав çỹллĕ шайра иртнĕ. Ун хыççăн çамрăк художника агрегат заводне ĕçе йышăннă. Çавăнтан вара В.Лукиянов Чăваш Енре те, республика тулашĕнче те курав хыççăн курав ирттернĕ. Ытти художниксемпе пĕрлешсе те чылай курава хутшăннă. Хăйĕн пултарулăхне аталантарнă. Çирĕм çул ытла Викентий Лукиянов картинисем тĕнче тăрăх саланаççĕ. Кашни çĕнĕ курав валли çĕнĕ картина çырать художник, мĕншĕн тесен вĕсене куравранах илсе каяççĕ. Ун ĕçĕсене халь таçта та тĕл пулатăн: хресчен кил-çуртĕнче те, президент ĕç пỹлĕмĕнче те, Нидерланди королĕн çемйинче те, япун предпринимателĕсен ĕç вырăнĕнче те, чиркỹ ĕçченĕн килĕнче те, ача сачĕсенче те... Республикăна килекен пысăк хăнасене юлашки вăхăтра шăпах Викентий Лукиянов художник картинисене парнелеççĕ.

    Пĕр картинăнах тепре ỹкерме пултараймасть талантлă художник, сюжечĕ çавах пулсан та мĕн те пулин çĕнни хушатех вăл. Картинăсене сутма шел, анчах вĕсен тĕп тĕллевĕ - çынсене савăнăç, ăшă кăмăл парнелесси. Çавăнпа та автор вĕсене мастерскойра тытса тăмасть. Пултаруллă художник ĕçĕсене хаклакансем Репин е Левитан ĕçĕсемпе тан лартма пултарнă. Сăмах май каласан, ỹнерçĕ хăй И.Левитан тата И.Шишкин пултарулăхне пысăка хурса хаклать. Вĕсенчен вĕренсе пырать. Чăваш художникĕсенчен Владимир Агеев талантне мала хурать. В.Лукиянов 2005 çултанпа - Раççейри Художниксен союзĕн членĕ. 2013 çулта республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн пирĕн ентеш Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ ята тивĕçнĕ. Талантлă художник чуна çывăх вырăнсене çуллă сăрăпа хут çине куçарать. Унăн картинисемпе паллашнă май тăван ял урамĕсене, çырмана та палласа илтĕм. Хам çав вырăнта тăнă пекех туйăнса кайрĕ. Ача чухне чупнă вырăнсем ытла та чуна çывăх-çке. Пирĕн тăрăхра çакăн пек пултаруллă çын çуралса ỹснипе эпĕ чăннипех те мăнаçланатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика