11 февраля 2015 г.
Иртнĕ кунсенче Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче Литература çулталăкне уçрĕç. Ачасен аллисенче - паллă çыравçăсен портречĕсем. Уява вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Ю.Мальчикова пуçларĕ. Часах вырăссен паллă писателĕсем килсе çитрĕç. А.С.Пушкин (Саша Пушкин), Н.В.Гоголь (Алик Захаров), Л.Н.Толстой (Женя Варламов) кăçалтан хăйлавсен тулли варианчĕсене вуласа ăнланма, геройсене хаклама, вĕсенчен ыррине çеç вĕренме сунчĕç. Тĕп вĕренỹ вулав пулнине палăртса хăварчĕç.
Уява тĕрлĕ литература сăнарĕсем те килсе çитрĕç. Ачасем вĕсем хăш хăйлавран пулнине тĕрĕс палăртрĕç, мĕншĕн тесен çак геройсем вĕсен чи юратнă хăйлавĕсенчен-çке-ха. "Нарспи" поэма пин-пин çынна пултарулăхне туптама пулăшнă, ĕçлеме хавхалантарнă. Художниксене - ỹкерме, композиторсене - кĕвĕ хайлама, драматургсене - пьесăсем çырма, режиссерсене - спектакльсем лартма, писательсене - куçарма...
Çак кунсенче шкулта çĕнĕ хаçат тухрĕ. Ачасем "Нарспи" театр сценисем çинче", "Нарспи" музыкăра", "Нарспиана" тата тĕрлĕ материалпа паллашма пултараççĕ. Поэма тăрăх хатĕрленĕ ребус, кăсăклă самантсем те вĕренекенсен кăмăлне каясса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"