24 января 2015 г.
Хадзят Шакирзянович Миннетуллин пурăннă пулсассăн январĕн 8-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тăватчĕ. Вăл Чĕчкен ялĕнче кун çути курнă, 2002 çулта çĕре кĕнĕ. Ялти, районти хисеплĕ çынна пурте ырăпа аса илеççĕ, ăна тав тăваççĕ. Пурăннă пулсассăн вăл тата нумай ырă ĕç туса ĕлкĕретчĕ те.
Хадзята амăшĕпе кукамăшĕ пăхса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ илме пулăшас тесе тăрăшнă. Чĕчкен ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, мал ĕмĕтлĕ çамрăк Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче Хадзят салтак аттине тăхăннă. Вăл - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. 1946 çулхи январь уйăхĕнче çеç тăван ене таврăннă. Тỹрех ялти шкулта ĕçлеме пуçланă, ачасене тутар чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă.
Хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес тесе 1948-1952 çулсенче Хусанти учительсен институтĕнче куçăн майпа вĕреннĕ, унтан 1955-1958 çулсенче Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне пуянлатнă. "Тутар чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ" специальноçа алла илнĕ. Хадзят Шакирзянович районта пурăнакан тутарсенчен чи малтан аслă пĕлỹ илнĕ специалист пулнă. Пуçаруллă вĕрентекен 1952-1962 çулсенче Чĕчкенти 7 çул вĕренмелли шкул директорĕнче тăрăшнă. Ял çыннисем аса илнĕ тăрăх, çак вăхăтра шкул çулран çул вăй илсе пынă, шкул çумĕнче ешерекен пахчара, садра яланах тирпейлĕх хуçаланнă. 1962 çултанпа Хадзят Шакирзянович Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, 46 çул, вăл ачасене тарăн пĕлỹ парас ĕçре вăй хунă. Чĕчкен, Урмаел, Элпуç ялĕсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ шăпах Хадзят Шакирзянович вĕренекенĕсем. Вĕсем ăна яланах ырăпа аса илеççĕ, тарăн пĕлỹ панăшăн тав тăваççĕ.
Хадзят Шакирзянович обществăла ĕçре те хастар пулнă, вăл "Октябрь ялавĕ" район хаçачĕпе яланах тычă çыхăнса ĕçленĕ, мероприятисене хастар хутшăннă. Çемье архивĕнче вун-вун Хисеп хучĕ, орденсемпе медальсем упранаççĕ.
Миннетуллинсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Асли, Илдус, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ. Хĕрĕ Йолдыз Челябинск облаçĕнче тĕпленнĕ. Марат - вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕ. Чулпан Тутар республикинче пурăнать. Паянхи куна Миннетуллинсен йăхне ачисен 10 мăнукĕ тата вĕсен 3 ачи тăсать.
Источник: "Каçал Ен"