Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Христос Турра ĕненсе шыва кĕчĕç

21 января 2015 г.

Январĕн 18-19-мĕшĕсенче, Кăшарни каçĕнче, районти чиркỹсенче кĕлĕ иртрĕ. Пачăшкăсем кĕлĕ вуласа шыва сăвапларĕç. Шăпах çак кун нумай çын çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, Турра чунтан ĕненсе пăрлă шыва кĕрет. Пирĕн районта пурăнакансем те чылай вырăнта шыва кĕрсе киленчĕç. Киленчĕç темелле-ши? Сивĕ шывран хăраман çамрăксемпе аслăрах çулхи çынсем хĕрес хывса шыва чăмрĕç. Районта пурăнакансем тĕрлĕ çĕрте - Аслă Чурачăкра, Луцкинче купельсенче, Тукайра, Хирти Сĕнтĕрте, Юнтапара ятарласа каснă вакăра шыва кĕчĕç. Пур çĕрте те ял çыннисене, хăнасене меллĕ пултăр тесе вырăна тирпейленĕ, вакка анса хăпарма ятарлă картлашкасем вырнаçтарнă. Таса Сывлăш хăвачĕпе сăвапланнă шыва кĕрсе тухнисем валли вĕри чей, шỹрпе хатĕрлени те пархатарлă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика