14 января 2015 г.
Пĕр ĕмĕр пурăнакан çынсем пирĕн хушăра çав тери сахал. Вĕсем терт-нушине самай курнă, выçăлла-тутăлла та сахал мар пурăннă. Апла пулин те пурнăç вĕсене çапса хуçайман. 90 çула çывхаракан ватăсем иртнĕ çулсене куççуль витĕр аса илеççĕ пулин те, çĕр çинче нумай çул пурăннăшăн Турра тав тăваççĕ. Январĕн 10-мĕшĕнче Чĕчкен ялĕнче пурăнакан Гайше Шадыевна Валеуллова 90 çул тултарнă. Çак сумлă юбилей ячĕпе Гайше аппана ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем çеç мар, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов ăшшăн саламланă. Кинемее малашне те çирĕп сывлăхпа пурăнма вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх суннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламне те çитернĕ хăнасем, парне парса чысланă.
Гайше аппа çак ялтах çуралса ỹснĕ, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ кунтах иртнĕ унăн. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене вăл лайăх ас тăвать. Куллен уй-хирте тăрăшнине, пĕр ĕçрен те пăрăнманнине куççульпе аса илет. Мăшăрĕпе, Шейгерей Валиулловичпа, 5 ача çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани панă, ĕçе хăнăхтарнă. Шел пулин те, чылай çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Гайше аппа кĕçĕн ывăлĕн çемйипе тĕп килте пурăнать, мăнукĕсемпе савăнать. Вĕсене вăл куллен пулăшса пыма тăрăшать, сĕнỹ-канаш парать. Хăй мĕн пĕлнине вĕрентсе хăварассишĕн çунать.
Источник: "Каçал Ен"