Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçне чунтан парăннă çын

13 февраля 2013 г.

Пиçсе çитнĕ çĕр шăрши, тин шăтса тухнă калчасен ешĕл кавирĕ, ăшă çилпе хумханса ларакан тырă пусси, тракторсен кĕрлевĕ... Çакă йăлт «Заветы Ильича» колхозра чылай çул тĕп агрономра тăрăшнă Минзефер Якуповшăн темрен те хаклăрах, темрен те ырăрах, мĕншĕн тесен унăн пурнăçĕн пысăк пайĕ çĕр ĕçĕпе çыхăннă, шăп çак ĕçре вăл хăйĕн чун туртăмне тупнă. Çак кунсенче Минзефер Зинетуллович 70 çул тултарать.

М.Якупов 1943 çулта Чĕчкен ялĕнче туслă çемьере кун çути курнă. Ашшĕ учительте, амăшĕ колхозра ĕçленĕ. 1960 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн Минзефер Пермьри нефть заводне тунă çĕре хутшăннă, 4 çул унта вăй хунă. Тăван яла таврăнсан лара-тăра пĕлмен çамрăк малалла вĕренме шут тытнă, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне кĕнĕ. Виçĕ çултан вăл техник-механик дипломĕллĕ специалист пулса тăнă, «Заветы Ильича» колхозра ĕçлеме пикеннĕ.

Кăштахран Минзефер Якупов çĕр ĕçĕ ытларах хăй патне туртнине ăнланса илнĕ, куçăмсăр майпа Хусанти ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетĕнче ăс пухма тытăннă. 1978 çулта çамрăк специалиста «Заветы Ильича» колхозра тĕп агроном тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Çĕр ĕçне чунтан кăмăллаканскер, вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшнă, нумайрах тыр-пул туса илесси, пахча çимĕç тухăçне ÿстересси унăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăнă.

«Ĕçе кÿлĕнсенех çăмăл марччĕ. Колхозра тин вăй хума пикенсен мана колхозăн тĕп механикĕ М.М.Гибатдинов чылай пулăшрĕ. Пурнăç урокĕсене шăп çак çынран илнĕ те ĕнтĕ эпĕ, ыррине усаллинчен уйăрма вĕреннĕ. Колхоз председателĕнче ĕçленĕ И.И.Чернов çинчен те ырăпа çеç аса илетĕп. Вăл маншăн вĕрентекен те, воспитатель те, аслă юлташ та пулнă. В.П.Николаевпа чылай çул пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ, вăл та пулăшу пама яланах хатĕрччĕ», — аса илет Минзефер Зинетуллович.

Агрономăн ĕçĕ хăйĕнчен çеç килмест: тыр-пул, пахча çимĕç туса илесси çине чи малтанах çанталăк условийĕсем витĕм кÿреççĕ. Акă, сăмахран, М.Якуповăн асĕнче ĕмĕрлĕхе сыхланса юлнă 1978 çулта та пĕр чарăнми çумăр çунипех тухăçа пуçтарса кĕртесси питĕ йывăррăн пулса пынă. Ун чухне колхозра хăватлă сушилкăсем пулман, комбайнсем пута-пута ларнă. Тĕп агронома вара ир те, каç та пĕр шухăш лăпланса ларма паман: çитĕннĕ тыр-пула епле те пулсан пуçтарса кĕртмеллех. Вăл пуçарнипе ял çыннисем кар тăрса тырра çурлапа вырма тухнă, пĕр пĕрчĕ юлмиччен пуçтарса кĕртнĕ.

1981 çулта вара пач урăхла, çу шăрăх та типĕ килнĕ. Апла пулин те Минзефер Зинетуллович ĕçлекен хуçалăхра районти вăтам кăтартуран ытларах тухăç илме пултарнă. Улăм çителĕксĕр пулнипе Краснодар крайне тата Казах ССРне бригадăсем ярса турттарса килме тивнĕ. Темле йывăр пулсан та çав çулхине выльăх-чĕрлĕх шутне чакарман колхоз ĕçченĕсем.

«Çитĕнÿ килĕштерсе ĕçленинчен пуçланать. Мĕнле те пулин ыйту сиксе тухсан ытти хуçалăхсенчи тĕп агрономсемпе канашланă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Уйрăмах В.Н.Акчурина («Красный Октябрь»), Г.С.Мифтахутдинова («Алга»), Н.И.Кошкина («Россия»), Г.В.Катикова («Восток»), С.М.Толстова («Луч»), А.Г.Макарова («Заря»), В.Ф.Денисова («Урожай»), Н.С.Громова («Дружба») ырăпа аса илетĕп. Район администрацийĕн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ И.Х.Миннетуллина вара уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Вăл çамрăк пулсан та пур енлĕн пулăшма тăрăшатчĕ, кирлĕ сĕнÿсем паратчĕ», — тăсать сăмахне М.Якупов.

Çынна ĕçне кура хаклаççĕ, теççĕ халăхра. Минзефер Зинетулловича тăрăшулăхне кура пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе чысланă. 1983 çулта вăл ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, каярах ВДНХн бронза медальне, ЧР тата РФ Ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. 1991 çулта М.Якупова «Комсомольски районĕн чи лайăх агрономĕ» хисеплĕ ята панă. Тепĕр икĕ çултан вара вăл «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Ĕçре, пурнăçра мĕн хавхалантарса пырать-ха М.Якупова; «Чи хакли вăл маншăн — çемье, шăпах çемье мана вăй-хал парса тăрать. Мăшăрăмпа, Нурзада Камальдиновнăпа, питĕ килĕштерсе пурăнатпăр. Вăл маншăн повар та, тухтăр та, воспитатель те, çемье вучахĕн управçи те... Унпа пĕрле икĕ хĕр çитĕнтертĕмĕр, аслă пĕлÿ илме пулăшрăмăр. Зульфия халĕ район администрацийĕнче финанс пайĕн начальникĕн заместителĕнче, Гульшат Хусанта врачра ĕçлеççĕ. Вĕсемпе эпĕ чăннипех те мухтанма пултаратăп», — хурав пачĕ Минзефер Зинетуллович.

РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ЯЛ ХУÇАЛĂХ ТАТА ЭКОЛОГИ ПАЙĔН НАЧАЛЬНИКĔ И.Х.МИННЕТУЛЛИН М.З.ЯКУПОВ ÇИНЧЕН: 1980—2000 çулсенче районти хуçалăхсенче чăн-чăн профессионал-агрономсем ĕçлетчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçнĕччĕ, районта çеç мар, республикăра та вĕсене лайăх пĕлетчĕç. Район вырма ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх час-часах республикăра малти вырăнсене йышăнатчĕ.

Çав пултаруллă агрономсенчен пĕри — М.З.Якупов. Маншăн вăл — пĕрремĕш наставник, агроном профессине юратма вĕрентнĕ çын. 1979 çулта эпĕ, 4-мĕш курс студенчĕ, «Заветы Ильича» колхоза практикăна килтĕм. Шăпах Минзефер Зинетуллович ун чухне хуçалăхăн тĕп агрономĕччĕ. Эпир унпа иккĕн сортлă калчасен апробацине ирттернине халĕ те ас тăватăп. Кашни хирте тĕрлĕ вырăнсенчен пурĕ 1500 тĕп калча пуçтармаллаччĕ те вĕсене анализ тумаллаччĕ. Эпир çак ĕçе ăнăçлă пурнăçлама пултартăмăр. Манăн практика ĕçне курсри 80 студент хушшинче чи лайăххи тесе палăртрĕç. Çакă манăн асра яланлăха сыхланса юлчĕ.

Каярахпа районти вăрлăх инспекцийĕн начальникĕнче, унтан ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕнче нумай çул ĕçлесе эпĕ Минзефер Зинетулловичăн професси пĕлĕвĕ пысăк шайра пулнине, вăл агроном пулмах çуралнине пĕрре мар курса ĕнентĕм. Унăн 26 çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе çакна калама пулать. М.Якупов пурĕ çак вăхăтра 21209 гектар çинче 56079 тонна тыр-пул çитĕнтернĕ. Вăтам тухăç гектартан 25,6 центнерпа танлашнă, кашни çулталăкра вăтамран 2157 тонна тырă туса илнĕ. 1990 тата 1999 çулсенче тыр-пул тухăçлăхĕпе «Заветы Ильича» колхоз районта 1-мĕш вырăн йышăннă, 7 хутчен 2—3-мĕш вырăнсенче пулнă. 1990, 1992, 1997 çулсенче 3 пин тонна ытла тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.

Çĕр улми туса илессинче те кăтартусем аван пулнă. М.З.Якупов ĕçленĕ çулсенче пурĕ хуçалăхра 2654 гектар çинче çак культурăна çитĕнтернĕ, 37468 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Вăтамран кашни çул 1441 тонна тухăç илнĕ.

Çав çулсенче Республикăри ÿсен тăран чирĕсенчен хÿтĕлекен станци начальникĕ В.Ф.Лихачев та М.З.Якупова питĕ хисеплетчĕ, республика шайĕнчи канашлусенче унăн ĕçне час-часах лайăх енчен палăртатчĕ.

Хамăн наставника, пултаруллă агронома чун-чĕререн юбилей ячĕпе саламлатăп. Минзефер Зинетуллович, Эсир пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Малашне те хастар та пуçаруллă, çирĕп сывлăхлă пулăр!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика