13 декабря 2014 г.
Пирĕн Аслă Чурачăкра тĕлĕнмелле лайăх та пултаруллă çын пурăнать. Вăл - Галина Шуряшкина стоматолог-врач. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн пурнăçлать, вуншар-çĕршер çынна ырă тăвать. Çепĕç чĕлхипе, çемçе аллисемпе вĕсен ыратăвне самантрах сирет. Галина Вениаминовна хăйĕн ĕçне юратать, пилĕк пỹрне пек лайăх пĕлет. Вăл ачасемпе те, çитĕннисемпе те пĕр чĕлхе тупать, вĕсен пăшăрханăвне, ыратăвне чĕри патне илет. Шăл кабинетне килекен кашни пациента лăплантарма тăрăшать. Чăнах та, унăн лăпкă сассине илтсенех хăрани те, ыратни те иртсе каять.
Г.В. Шуряшкина кирек хăш вăхăтра та çынсене медицина пулăшăвĕ пама хатĕр. Пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшать. Шăл кабинетĕнче ăна Камария Тимерукова медсестра пулăшать. Акă, паян Галина Вениаминовна патĕнчен приемран тухрăм та хама сывă та телейлĕ туйрăм. Çутçанталăк та манпа пĕрлех савăннă пек туйăнчĕ. Çакăншăн, паллах, эпĕ стоматолога, ун патне килекен вуншар пациент пекех, чун-чĕререн тав тăватăп. Медицина ĕçченĕсене çĕре çити пуç таятăп.
Эпĕ хам та чылай çул çак ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Улатăр районĕнче çуралса ỹснĕ вырăс хĕрĕ çак ялтах тĕплентĕм, çемьеллĕ пултăм. Пирвай эпĕ чăвашла та, тутарла та пĕр сăмах та пĕлместĕм. Халĕ вара виçĕ чĕлхепе те лайăх калаçатăп. Манпа пĕрле Анастасия Поргунова заведующи, Зинаида Григорьева, Гелине Салихова медсестрасем, Мария Краснова санитарка ĕçлетчĕç. Аслă Чурачăкра тата Чĕчкенте пурăнакансене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парассишĕн ырми-канми тăрăшаттăмăр. Халĕ эпир тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çак тĕнчерен уйрăлнисем те пур. Эпĕ ялти медицина офисĕнче пирĕн ĕçе малалла тăсакан маттур та пултаруллă, хастар медработниксемшĕн чун-чĕререн савăнатăп.
Источник: "Каçал Ен"