Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тыр-пул ăнсан, тутă пулăн"

03 декабря 2014 г.

 - тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем. Çителĕклĕ тыр-пул хатĕрлесессĕн сĕтел çинче çăкăр-кулачи те, кукăлĕ те пулать, çуркунне акма вăрлăхĕ те çитĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çакна яланах тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Тыр-пула вăхăтра пухса кĕртнипе çеç ĕç вĕçленмест, ăна алласа-тасатса хатĕрлемелле, пỹлмесене хумалла. Паянхи куна вара ку енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçлемелле.

Акă, "Труд" ЯХПК-ра ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Килес çул валли паха вăрлăх хатĕрлес тесе тăрăшаççĕ ĕçченсем. Паянхи куна хуçалăхра тулă вăрлăхне аллаççĕ, урпа вăрлăхне тасатса хатĕрленĕ, акма юрăхлă кондицие лартнă. Тĕш тырра "Петкуспа" алласа тасатаççĕ, вăрлăха кĕлетсене вырнаçтараççĕ. Н.Филиппова, Л.Шуряшкина, Г.Шикарева, М.Федорова ĕçченсем куллен тăрăшаççĕ кунта.

Кăçал "Труд" кооператив ĕçченĕсем 1148 центнер вăрлăх акнă. Вĕсенчен 26 проценчĕ - элита, 69 проценчĕ - 1- 4 репродукциллĕ. Тулă вăрлăхĕн "Симбирцит", урпан "Владимир", викăн "Спутница", нимĕç пăрçин "Узуновские-1" элита вăрлăхĕсем япăх мар тухăçпа савăнтарнă. Çанталăк сивĕтсе ка-йиччен вăрлăх хатĕрлесе пĕтермеллех. Сăмахран, пур хуçалăх та ĕçе пуçăннă теме çук-ха. Планпа килĕшỹллĕн 27590 центнер вăрлăх хатĕрлемелле. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ вăрлăхран 22 проценчĕ çеç акма юрăхлă. Çитес çулхи тухăç чи малтанах мĕнле вăрлăх акнинчен килнине тĕпе хурса ĕçлесчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика