26 января 2013 г.
Аслă Чурачăка кĕрсенех Сальваторе Адамо шăрантаркан "Tombe La Nai.e" / Юр ÿкет/ юрă кĕвви янăранăн туйăнчĕ. Ют çĕр-шыва, Парижа çитме те кирлĕ марS кунтах, пасар вырăнĕнчех Эйфель башни мăнаçлăн курăнса ларать. Çĕрле вăл хĕрлĕ, кăвак, шурă, симĕс тĕссемпе ялтăрать. Урам хушшинче ĕлĕкхи хунарсем çуталаççĕ...
"Парижри Эйфель башни евĕр хам шухăшласа кăларнă япала вăл. Эпĕ нумай хулара пулса курнă, пĕр тапхăр Токиора çуртсем хăпартнă. Ялта хулари пек архитектура палăкĕсем çук, апла пулин те эпир илеме юратманнине пĕлтермест ку. Пĕчĕк тăван çĕр-шыва хамăра май хитрелетме тăрăшатпăр. Кăçал акă Кăшарни тĕлне чÿхенкĕç /купель/ туса лартрăмăр. Çулла ун тавралла çатан карта тытăпăр, йывăç-тĕм лартăпăр", - ĕмĕт-шухăшне пĕлтерет Вадим Шипатов.
Вадим Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - асăннă башньăна вĕсем 2011 çултах лартнă. Çуллахи вăхăтра ун тавралла чечек акса ÿстернĕ. Раштав уйăхĕнче вара, шăпах Çĕнĕ çул умĕн, çутă диочĕллĕ хăюпа /200 метра яхăн вăл/ капăрлатнă. Çĕнĕ çул каçĕнче пасар лапамне çак илемпе киленме халăх йышлă пухăннă. Аслă Чурачăксен Эйфель башни 10 метр та 70 сантиметр çÿллĕш.
"Юлашки вăхăтра юлташăмсем Парижа тăтăш çÿрерĕç. Вĕсем те хавхалантарчĕç-тĕр. Хам унта пулса курман. Анчах ĕмĕтленетĕп", - пытармарĕ Вадим Шипатов.
Авал кашни чăваш ялĕнче тимĕрçĕ лаççи пулнă. Халĕ вара вĕсем ял хуçалăх кооперативĕсенче те çук. Тимĕртен башньăсемпе решетке картисем, мунча кăмакисем кăна мар, чун валли хитре япаласем те ăсталама пулать иккен. Вадим Васильевич хăйĕн тимĕрçĕ лаççинче кĕл чечексем, вазăсем тунă. Кĕçех шурă тĕслĕ, илемлĕ кÿмеллĕ урапа çула тухĕ. Ĕлĕк патша майрисем çÿренĕ каретăна эпĕ те ларса пăхрăм. Тĕлĕнмелле хăтлă! Йывăрах мар-мĕн вăл, пĕр лаша та туртаять.
Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă. Маларах турăшсем ÿкернĕ, портретсем "çырнă" Вадим Шипатовшăн сăрă тĕнчи халĕ те ют мар. Гитара калать, ялти концертсене хутшăнса халăха пултарулăхĕпе савăнтарать.
"Хитре ĕмĕтсем тата та пур. Сывлăх кăна пултăрччĕ", - йăл кулчĕ мал ĕмĕтлĕ арçын сыв пуллашнă май. Кĕтне тăрăхĕнче пурăнакансем вара Францие, Парижа чăнласах кăмăллаççĕ. Кÿршĕ ялта, Урмаелте, Париж урамĕ пур. Çĕнĕ, чаплă çуртсемлĕскере, халăхра çапла ят панă. Вĕсем те хăйсен Эйфель башни пирки ĕмĕтленеççĕ-мĕн.
Каллех Франци юрăçи Сальваторе Адамо юррисем асăмра. Шурă лаша кÿлнĕ шурă кÿмене ларнă шурă пĕркенчĕк айĕнчи телейлĕ хĕрпе каччăна куç умне кăларатăп та - чунра ырă-ырă. Кун хыççăн Мордва Республикине çитсе курнă Жерар Депардье Аслă Чурачăка килес тĕк нимĕн чухлĕ те тĕлĕнмĕттĕм.
Источник: "Хыпар"