Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкула манмаççĕ

09 февраля 2013 г.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче çак кунсенче выпускниксемпе тĕл пулу каçĕ пулчĕ. Уяв каçне Екатерина Шуряшкина «Детство» юрăпа уçрĕ. Ăна 11-мĕш «б» класра вĕренекен Дине Тимруковăпа Айсылу Мезитова кăмăллă ертсе пычĕç. Кунта вăтам шкул пĕтернисене С.А.Лукиянов директор саламларĕ. 2009 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Ирина Николаева (Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш филологи тата управлени факультечĕсен студенчĕ, Чăваш наци радиовĕн штатра тăман корреспонденчĕ), ЧПУ журналистика факультетĕнче вĕренекен Мария Никифорова учительсене хăйсене пĕлÿ панăшăн, хавхалантарса пынăшăн, ăнланнăшăн тав турĕç. Шкулта чухнех юрра-ташша ăста пулнă Дмитрий Лукиянов хăй çырнă «Пĕрремĕш юрату», Алена Кузьмина «Школа, я скучаю» юррисене парнелерĕç.

Çамрăксем тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Çак каçпа пурте кăмăллă юлчĕç, пĕрле «Изгиб гитары желтой» юрра шăрантарса сыв пуллашрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика