09 августа 2014 г.
Урам тăрăх пысăк сумка çакнă çырă çỹçлĕ, хăмăр куçлă, тăпăлкка кĕлеткеллĕ вăр-вар хĕрарăм утать. Ку вăл - Аслă Чурачăкри çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакан Людмила Михайловна Полякова почтальон. Çул çинче тĕл пулнă пĕр çынна та чĕнмесĕр иртсе каймасть. Ялан ăшă кулăллă Людмила чăн телейлĕ хĕрарăм пек курăнать. Унпа калаçнăçемĕн калаçас килет.
Людмила Михайловна Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. 6 пĕр тăван вĕсем. Людмила туслă çемьере чи кĕçĕнни, чи юратнă хĕр пĕрчи пулса çитĕннĕ. Амăшĕ ачаранах алă ĕçне вĕрентнĕ. Хĕрачаран чылай аслă аппăшĕсем тĕрĕ тĕрленĕ. Людмила та 5-мĕш класранах алла илнĕ çак ĕçе. Малтанласа салфеткăсем, каярахпа минтер пичĕсем, турум каррисем тĕрленĕ. Чăваш йăлипе, качча кайма çамрăклах тупра хатĕрленĕ.
Хăйĕн мăшăрне ăçта тĕл пулнине Людмила хальхи пекех ас тăвать. Тетĕшĕн туйĕнче паллашнă вĕсем. Евгений Мефодьевич Поляков ăслă каччă пулнă. Ачаранах техника енне туртăннă, светомузыка вăр-вар хатĕрленĕ. Унсăрăн ялти пĕр туй та иртмен пулĕ. Людмила патне хăнана пырса кĕрсен каччă вара чаплă вырăн çитти тĕррисене курса тĕлĕннĕ, кун пек ăста алăллă хĕре алран вĕçертмелле мар тесе тĕв тунă. Хитре калаçма пĕлнĕрен авланма шут тытнă Евгений хĕр килĕнче пурне те килĕшнĕ. Вун çиччĕри Людмилăна тăванĕсем пĕри те качча пама хирĕç пулман. Поляковсен çемйине ялта чăннипех те телейлĕ теççĕ.
Людмила Михайловнăпа Евгений Мефодьевич Поляковсем пурнăç сукмакĕпе 23 çул пĕрле утаççĕ. Çемье çавăрнă чух вĕсем ача-пăча пулнă пулсан та, вăй пуçтарса никам пулăшăвне кĕтмесĕрех кермен пек çурт лартнă. Малтан пĕр 5-6 çул пĕчĕккĕн çурт купаламалли хатĕр пуçтарнă. 2004 çулта вара, çур çул хушшинче, иртен пуçласа сĕм каçченех тăрăшса ĕçлесе, çĕнĕ пỹрте пурăнма кĕнĕ. Иккĕшĕ те ылтăн алăллă вĕсем. Евгений Мефодьевичпа Людмила Михайловна çак çуртра йăлтах хăйсен аллипе тунă. Пỹрт капăрлатасси вĕсемшĕн чун уççи. Евгений Мефодьевич темĕн те пĕр ăсталама хастар, Людмила Михайловна вара кил-çурт хитрелетессипе кăсăкланать, çыхма юратать. Сĕтел çинчи капăр салфеткăсемпе дивана хитрелетекен эрешлесе çыхнă пĕчĕк минтерсем никама та тĕлĕнтермесĕр хăвараймĕç. Людмила Михайловна кунĕн-çĕрĕн çыхма хатĕр, çапах та çулла вăхăчĕ сахалтарах, выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла, юратнă çеçкисемпе, пахча çимĕçпе те аппаланмалла.
Пахча хитрелетес модăран та Поляковсем аякра юлмаççĕ. Илемлĕ çеçкесем хушшинче Евгений Мефодьевич ăсталанă пĕчĕк çил арманĕпе илемлĕ урапа куçа илĕртсе лараççĕ. Пур ĕçе те вĕсем шăкăл-шăкăл калаçса тăваççĕ, пĕр-пĕрин шухăшне тỹрех ăнланаççĕ.
Поляковсем икĕ ача çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ Максим каменщике, сварщике вĕренсе тухнă. Халĕ вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче инженери факультетĕнче ăс пухать. Ашшĕ пекех, мĕн ачаран техника патне туртăннă вăл, машина юсама пулăшнă. Кĕçĕн хĕрĕ Инесса Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерчĕ. Хĕр пĕрчи юрлама-ташлама юратать, ялти "Илем" фольклор ушкăнне хаваспах çỹрет. Тăтăшах концертсене, конкурссене хутшăнать, çынсене савăк кăмăл парнеленишĕн савăнать. Çак пултарулăх хĕре амăшĕнчен куçнă пулĕ. Людмила Михайловна Аслă Чурачăк ялне качча килсессĕнех клуб çумĕнчи фольклор ушкăнне юрлама çỹреме пуçланă. Кашни çулах ялти тата районти концертсене, уявсене хутшăннă вăл. Унта сахал мар мала тухса Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ. Кăçал та Республика кунне халалласа йĕркеленĕ концертран юлман хастар хĕрарăм, "Илем" фольклор ушкăнĕпе куракансене чăн уяв парнеленĕ.
Тус-хурăнташĕсене, тăванĕсене манмаççĕ Поляковсем. Пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле канаççĕ, пĕр-пĕрне яланах пулăшасшăн тăрăшаççĕ. Поляковсен килĕнче ăшă та савăк. Çемйинче ялан килĕшỹ, юрату, ăнлану хуçаланать. Вĕсем чăн телейлисем тени тĕрĕсех. Малашне те çак ăшă туйăмсене упраса ĕмĕтсене пурнăçлама чун-чĕререн сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"