Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производство ỹсет

19 июля 2014 г.

Çу кунĕсем - выльăх апачĕ хатĕрлемелли тапхăр. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах "Труд" ЯХПК ĕçченĕсем иртен пуçласа таврана каç сĕмĕ çапичченех улăх-çаранта. Выльăх апачĕ янтăлама пулакан меллĕ вăхăтпа туллин усă курса хресчен хĕл кунĕсене хатĕрленет.

Июлĕн 17-мĕшĕ тĕлне "Труд" хуçалăх 425 тонна утă пуçтарса кĕртнĕ, 2000 тонна сенаж хывнă.

Хуçалăхри ĕçченсем маттур, палăртнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ. Трактористсем утăра та, сенажра та вăй хураççĕ (Минрамил Алимов, Александр Яковлев тата ытти те). Хăшĕ-пĕри вара пĕр харăс темиçе ĕç пурнăçлама та ĕлкĕрет. Сăмахран, Решид Гибатдинов ирхине ял халăхĕнчен колхоз валли сĕт пуçтарать, кайран ытти ĕçе пурнăçлать. Сергей Наумов та ир кỹлĕм складра ĕç пĕтерсе выльăх апачĕ турттарнă çĕре васкать.

"Труд" ЯХПК ферминче кашни кун ĕç вĕрет: ĕнесене уй-хире çитерме кăлараççĕ, сысна ĕрчетеççĕ. Фермăра кашни ĕнерен талăкра вăтамран 17-шер килограмм сĕт сăваççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх паянхи кун 500 пуç ытларах, сысна шучĕ - 150.

Фермăра тăрăшакансенчен уйрăмах Галина Герасимовăна, Зинаида Тарасовăна тата Суембике Мухутдиновăна палăртмалла. Вĕсем чăннипех те маттур, ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика