Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Труд" ĕçченĕсем хастар

12 июля 2014 г.

 "Труд" ЯХПК-ра хальхи вăхăтра хĕрсех выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере нумай çул ỹсекен курăка пуçтарса кĕртрĕç, 392 тонна утă хатĕр те ĕнтĕ. Халăха вара çĕр пайĕшĕн тесе 240 тонна валеçрĕç, унсăр пуçне хуçалăхра ĕçлекенсене 2-шер рулон пачĕç, çав вăхăтра укçалла туянас текенсен кăмăлĕсене те хăвармарĕç.

Уяр кунсемпе туллин усă курасшăн хуçалăхри ĕçченсем. Механизаторсем кунĕпе уйра. Халĕ кунта пĕрисем сенаж хываççĕ, теприсем вара выльăх кăшманĕпе çĕр улми йăранĕсене шăйăраççĕ.

Фермăра вăй хуракансем кашни кун ир-ирех ĕç вырăнне васкаççĕ. Ирхи сăвăм хыççăн ĕнесене кĕтĕве кăлараççĕ. Кĕтỹçĕсем тăваттăн: Анатолий тата Денис Волковсем (ашшĕпе ывăлĕ), Анатолий Никифоров тата Ильдар Тагиров. Выльăхсем валли ешĕл массăна Фенил Ялалдинов турттарать. Машинăпа трактор паркĕнче вырмана хатĕрленсе техника юсаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика