Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетикăра палăрчĕç

14 мая 2014 г.

Çăмăл атлетика енĕпе иртекен çуркуннехи ăмăртăва кăçал Канаш хулинче йĕркелерĕç. Чăваш Республикинчи 300 ытла спортсмен пуçтарăнчĕ унта. Ăмăртăва пирĕн районти вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Аслă Чурачăк, Асанкасси, Нĕркеç вăтам, Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем старта тухрĕç. Анат Тимĕрчкасси хĕрĕ Инесса Андреева 2 çухрăма чупса чемпион ятне тивĕçрĕ, Мальвина Карсунова (Асанкасси) виççĕмĕш пулчĕ.

Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн Патăрьелĕнче ирттернĕ ăмăртура та палăрчĕç пирĕн спортсменсем, 8 медаль çĕнсе илчĕç. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекен Катерина Кадыковăпа Анисия Тарасова мечĕк ывăтса çĕнтерчĕç. 1000 метра чупса Мальвина Карсунова финиша 1-мĕш, Снежана Школьникова (Асанкасси) - 2-мĕш, Катерина Кадыкова 3-мĕш çитрĕç. Аслă классенчен пĕр çухрăма чупса Анисия Тарасова - 1-мĕш, Нияз Шарафутдинов 3-мĕш пулчĕç. 100 метрлă дистанцире Динар Гайнуллов (Аслă Чурачăк) 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика