Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уççăн янăра, чăваш чĕлхи!

30 апреля 2014 г.

"Чĕлхе пĕтмесен халăх пĕтмест", - тенĕ халăхра. Аннен сăпка юрринче янăранă тăван çемĕ, эпир каланă пĕрремĕш сăмахсем тата çак тĕнче мĕнле пулнине палăртма пулăшнă сăмахсем чăваш халăхне пĕрлештереççĕ. Малашне те чăваш халăхне чăн чăвашлăх туйăмĕ çыхăнтарасса, çывăхлатасса шанатпăр. Çапла пултăр тесе аслисен ачасене мĕн пĕчĕкрен чĕлхене юратма вĕрентсе ỹстермелле. Ача садĕнче чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе эрнелĕх ирттерни те пысăк витĕм кỹрет.

     Эрнелĕхре шăпăрлансем чăваш халăхĕн культурипе, юмах-халапĕпе, юрри-кĕввипе, тумтирĕпе паллашаççĕ. Хăйсем те конкурссене, мероприятисене, калаçу сехечĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Юрлаççĕ, ташлаççĕ, выляççĕ, калаçаççĕ.

    Акă, аслă ушкăна çỹрекенсем эрнелĕхре савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕç. Вĕсем чăваш тумĕсем тăхăнса юрларĕç, ташларĕç, чăвашсен ача-пăча вăййисене вылярĕç. В.Сенатова воспитательпе кĕçĕн ушкăнри ачасем те хутшăнчĕç уява, сăвăсем каларĕç. Çакăн пек уявсем йĕркелени ачасен тавра курăмне, чĕлхе пуянлăхне ỹстерет. Атте-анне чĕлхи çепĕç те ырă пулнине мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Килте тăван чĕлхепе калаçни те пысăк витĕм кỹрет. Юратăр, хисеплĕр тăван чĕлхене!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика