Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2016 çулта - аграрисен çыравĕ

26 апреля 2014 г.

Росстат Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе 2014-2018 çулсенчи календарь мероприятийĕн планне çирĕплетнĕ. Вĕсем нормативлă-право, финанс, меслетлĕх, организациллĕ мерăсен, кăтартусене тишкерессин, çырава пĕтĕмлетессин тата вĕсене официаллă майпа пичетлессин комплексĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнчи "Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕ 2016 çулхи çырава йĕркелесси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн тивĕçлĕ мерăсем палăртнă.

Асăннă йышăнупах правительство РФ субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çырав ирттермешкĕн комиссисем йĕркелеме, çырав объекчĕсем пирки кăтартусем пухмашкăн граждансене хутшăнтарас енĕпе статистика службине пулăшма, администраципе территори тата муниципалитет йĕркелĕвĕсен, çавăн пекех географи объекчĕсен ячĕсене 2016 çулта улăштармасăр хăварма сĕннĕ.

Документпа килĕшỹллĕн ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕпе август уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртмелле, инçе вырнаçнă тата çитме кансĕр территорисенче - сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕсенче. Ăна пĕтĕмлетмелли тата официаллă майпа пичетлесе кăлармалли вăхăт - 2018 çулхи тăваттăмĕш квартал. Çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ çырав пирĕн çĕршывра юлашки хут 2006 çулта пулнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика