Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлă техника уя тухма хатĕр

12 апреля 2014 г.

 Çур аки кунран-кун çывхарса пырать. Кĕçех тракторсемпе автомашинăсем уя тухĕç. Планпа палăртнă çĕр лаптăкĕсене вăхăтра акса хăварни темрен те паха. Çакна пурнăçлама вара техникăпа кăкарса ĕçлемелли агрегатсем лайăх ĕçлени, ĕçченсем аван тăрăшни кирлĕ. Ял хуçалăх техникине çур акине мĕнле хатĕрленине районта çулсеренех тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Кăçал та ятарлă комисси палăртнă вăхăтпа килĕшỹллĕн ял хуçалăх производство кооперативĕсене çитет, унти лару-тăрупа паллашать. Комисси март - апрель уйăхĕсенче "Слава картофелю" агрофирмăра, "Асаново", "Турхан", "Дубрава", "Дружба", "Алга" ЯХПКсене, "Кызыл сабанча", Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсене, "Искра" колхоза, "Восход" ОООна çитсе унти техникăна тĕрĕсленĕ те.

      Апрелĕн 10-мĕшĕнче специалистсем "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче пулчĕç. Кунта ĕçе яланах вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнă çынсем тăрăшни куç кĕрет. Тракторпа машина паркĕнче тирпейлĕх хуçаланать. Сухаламалли тата акмалли агрегатсем, тракторсем - кашниех хăйĕн вырăнĕнче лараççĕ. Механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă техникăна акана хатĕрлесе çитернĕ. Тракторсемпе прицепсене юсаса хатĕрленипе пĕрлех, вĕсене сăрланă. Вĕр-çĕнĕ тейĕн.

      - Хуçалăхри тракторсем уя тухма, ĕçе пуçăнма хатĕр. Вĕсене юсанă, сăрланă. Механизаторсем ĕçе тĕплĕн пурнăçланă, яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Çур акинче те çакăн пекех тăрăшуллă пулмалла пултăр. Сирĕн техника яланах кăлтăксăр ĕçлетĕр, - терĕ тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ Сергей Николаевич Кокарев.

      Комисси членĕ, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Минуллович Зейнутдинов ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли çинче уйрăммăн чарăнчĕ. Ĕç вăхăтĕнче тимлĕ пулмаллине, çынсемпе ĕçленĕ май асăрханулăх пирки манмалла маррине каласа хăварчĕ.

     - Çанталăк ăшăтсан çур акине тухатпăр. Палăртнă ĕçе пурте тăрăшса пурнăçласан икĕ эрнере ăна вĕçлемелле. Çавăнпа та механизаторсемпе ĕçченсем маттур пуласса шанатăп, - терĕ хуçалăх ертỹçи Р.Шарафутдинов.

А. ВЛАДИМИРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика