Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу

26 марта 2014 г.

 Мартăн 21-мĕшĕнче Шупашкарта, Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче, çерем çĕрсене уçнăранпа 60 çул çитнине паллă тума унта хутшăннă çынсем пуçтарăнчĕç. Сакăр вунна çывхаракансем зала вырнаçрĕç. Ветерансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, АПК ветеранĕсен совечĕн председателĕ Василий Шадриков саламларĕç. Уяв концерчĕ "Русское поле" юрăпа пуçланчĕ. Юрлаканĕ лайăх, чĕрене пырса тивмелле юрларĕ. Унтан ачасемпе çамрăксем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Мĕн тăвăн ĕнтĕ: пирĕн çамрăклăхри пĕр юрă та пулмарĕ. Вĕсем ватăсене юрласа, ташласа савăнтарма питĕ тăрăшрĕç. Буги-вуги те туса кăтартрĕç. Аслă Чурачăкран çитнĕ Валентина Михайловна Акчуринапа (Любимовăпа) паллашрăм. Вăл Шăмăршă районĕнчи Андреевка ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шупашкарта пединститутра вĕреннĕ чухне, 1957 çулта, комсомол путевкипе Алтай крайне, хĕр-тантăшĕсемпе çĕнĕ çĕрсем çинче ĕçлеме кайнă. Белоглазово совхозĕнче тăрăшнă вĕсем. Тырă вырма пуçличчен утă пуçтарнă, йĕтемсене тырă йышăнма хатĕрленĕ. Вырма пуçлансан тырă турттарнă. Ĕçре хастар пулнăшăн икĕ çынна - Любимовăна тата тепĕрне - Алтай комсомол крайкомĕн Хисеп грамотипе чысланă, пурне те "За освоение целинных земель" медаль панă. Концерт хыççăн В.М.Акчурина тĕрлĕ районтан килнĕ хĕр-тантăшĕсемпе тĕл пулчĕ: Маша Николаева, Галя Ефремова, Роза Петрова. Люба тантăшĕ вара Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнче пурăнать.

Н.СКВОРЦОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика