Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрỹ ĕç вăхăчĕ çывхарать

22 марта 2014 г.

Çур аки кунран-кун çывхарса пынăран, ăна пахалăхлă ирттересси хытах шухăшлаттарать. Пĕлтĕр республикăра çанталăк условийĕсене пула тĕш-тырă, çĕр улми сахал пухса кĕртнĕ. Кăçалхи тухăç мĕнле пуласси пирки те татăклă хурав пама çук. Мартăн 19-мĕшĕнче районта йĕркеленĕ агрономсен канашлăвĕнче шăпах ял хуçалăхĕнчи çак тата ытти ыйтусене сỹтсе яврĕç. Унта ЧР Ял хуçалăх министерствин тата ытти ведомствăсен специалисчĕсем, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ертỹçисем, агрономĕсемпе инженерĕсем хутшăнчĕç. Вырăнта тăрăшакансен пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк: пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле, техникăна юсамалла, çунтармалли-сĕрмелли материал, им-çам туянмалла. Ĕçе вăхăтра пурнăçлама кадрсем çителĕклĕ пулни те кирлех. Ыран-паян акана тухмаллисем патшалăх пулăшу кỹрессе те шанаççĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев уçрĕ. Районти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, хăш-пĕр цифрăсене асăнчĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене еплерех йĕркелеме палăртнине, хуçалăхсем паянхи кун мĕнле ĕçсем пурнăçланине ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Ш.М.Зейнутдинов каласа пачĕ. Шамиль Минуллович 2013 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ. - Пĕлтĕр çанталăк условийĕсене пула çитĕнтернĕ тĕш-тырра, çĕр улмине кирлĕ пек пухса кĕртме май килмерĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак - 89741 пин тенкĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр ĕçсене вăхăтра пуçăнмалла. Кăçал тухăçлăрах ĕçлесчĕ. Паянхи тĕллев - çур акине пахалăхлă йĕркелесси. Пысăк тухăç илесси тыр-пула вăхăтра акнинчен нумай килет. Унпа пĕрлех хирсене минераллă удобренисемпе апатлантармалла, çум курăксенчен им-çам сапни те пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ шухăшне тĕп агроном. Канашлăва агрохимикатсемпе ĕçлекен "Август" АХО, "Восток", "Стройхозхимия" ООО-сен, "Чувашагрокомплект" АУО представителĕсем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ продукци сĕннипе пĕрлех вĕсемпе мĕнле усă курмаллине те каласа пачĕç. Пĕрле килĕштерсе ĕçлеме сĕнчĕç. Чăваш Республикинче мĕнлерех вăрлăхсемпе усă курсан аван тухăç илме май пуррине "Госсорткомисси" ФПУн Чăваш Республикинчи филиалĕн начальникĕ В.Г.Васильев каласа пачĕ. Вăл ытларах вырăнта сăнаса ỹстернĕ тĕш-тырăсен, çĕр улмин тĕрлĕ вăрлăхĕсене сĕнчĕ. Хăшĕ мĕнле тухăçпа савăнтарма пултарнине те каласа хăварчĕ. Вăрлăх ыйтăвĕ çинче çавăн пекех "Россельхозцентр" ФПУн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕ О.Н.Исаев та чарăнса тăчĕ. Юлашки вăхăтра тыр-пула сиенлекен хурт-кăпшанкăсем йышланнă, çавна май им-çампа пĕлсе усă курмалла. Сиенçĕсенчен сыхланасси тĕп вырăнта пулмаллине те асăрхаттарчĕ вăл. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене чи малтанах, ака-суха ĕçĕсене хатĕрленнипе пĕрлех, патшалăх мĕнлерех пулăшу пама шантарни кăсăклантарать. Пулăшу пулать, ăна хуçалăх мĕнле ĕçлесе пынине, тупăш илнине шута илсе уйăраççĕ. Пуçласа çĕр улми упрамалли çĕнĕ йышши хранилищĕсем тăвакансене курăмлă субсидипе тивĕçтерĕç. Бюджетран тăкакăн 30 процентне саплаштарĕç. Çак хранилищĕне тума вара вăтамран 7- 8 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Ытти пулăшусем пирки те чарăнса тăчĕç. Районти хуçалăхсем вĕсемпе усă курасса шанатпăр. Ял ĕçченĕн ыйту нумай. Çур аки кашни çулах пăшăрхантару çуратать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланни, кадрсем çитменни, техника çителĕксĕрри, туянма укçа çукки - вун-вун ыйту. Апла пулин те палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçламаллах.

А.ВЛАДИМИРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика