Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе савăнса ярăннă

19 февраля 2014 г.

Аслă Чурачăксем пултаруллă ентешĕсене яланах асра тытаççĕ, вĕсен ячĕпе тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, СССР чемпионĕ Вера Чернова ячĕпе кашни çулах йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртет.

Асăннă ăмăртăва районти вăтам тата тĕп шкулсен, организацисемпе предприятисен командисем те хутшăннă. Ăмăртăва Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ Сергей Лукиянов уçнă. Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей физкультура отличникĕ, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн выпускникĕ Владимир Ласточкин, Вера Черновăпа пĕр класра вĕреннĕ Вениамин Белков, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов спортсменсене стартра ăнăçу сунса, уяв ячĕпе саламланă.

Малтанах старта кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем тухнă. 1 километрлă дистанцие чупса финиша Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Екатерина Григорьева пĕрремĕш çитнĕ. 10—11-мĕш классенче вĕренекен хĕрсенчен чи маттурри — Катерина Кадыкова, каччăсенчен Раиль Камальтдинов пулнă.

Аслă çулхисенчен Владимир Николаев финиша чи малтан çитнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика