18 января 2014 г.
Чĕчкен ялĕнче пурăнакан тыл ветеранĕ Шемшинур Шакуровна Тагирова январĕн 15-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ираида Никитина тата Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов çав кун юбилярăн килĕнче пулчĕç. Вĕсем ăна, çирĕп сывлăх суннă май, асăнмалăх парнесем пачĕç.
Шемшинур Шакуровнăна паллă кун ячĕпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин салам çырăвĕ янă. «Эпир сирĕн ăрупа — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çин йывăр тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă çĕнтерÿçĕсемпе, паттăрсен ăрăвĕпе мухтанатпăр. Сирĕнтен кашниех пĕтĕмĕшле çĕнтерĕве хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывнă. Çак тĕлĕнмелле паттăрлăх ĕмĕрсене юлать, вăл кирек хăçан та патриотлăхпа кăмăл-сипетĕн, чăн-чăн гражданла тивĕç шанчăклăхĕн чи пысăк виçи пулса тăрĕ. Сире çирĕп сывлăх, ырлăх-тивлет сунатăп», — тенĕ Президент алă пуснă саламлă çырура. Шемшинур аппа хăйне хисеплесе килнĕшĕн чунтан савăнчĕ, ĕçре, пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Шемшинур Тагирова — тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, Аслă Аттелĕх вăрçă участникĕн мăшăрĕ. Хăйĕн ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Маттур хĕрарăма «1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Паянхи кун Шемшинур Шакуровна Рафаил ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ăна 11 мăнук, мăнукĕсен 14 ачи тата вĕсен 2 ачи савăнтараççĕ. Ку çемьере çамрăккисем аслисене хисеплеççĕ, пĕр тăвансем пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"