Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр ытла иртсен – тăван ялта хăнара

12 января 2013 г.

«Кунта мĕн тери ырă çынсем пурăнаççĕ!» — пулнă М.Исмагулован чи малтанхи сăмахĕсем. Çуралнă ялтан тухса кайни 73 çул çитнĕ пулсан та Минхалиде аппа тутарла пĕр такăнмасăр калаçнă.

— Мĕн-ха вăл тăван чĕлхе Сирĕншĕн? — ыйтнă унран Чĕчкенсем.

— Тăван чĕлхе — асаттесен пилĕ, асаннесен пехилĕ, анне юрри, атте вĕрентĕвĕ, тăвансен, хурăнташсен ырă кăмăлĕ, — тенĕ аякри хăна.

...Минхалиде Хисамутдиновна Исмагулова, 1937 çулта Чĕчкенте çуралнăскер, паян Свердловск облаçĕнче пурăнать. Çемйи аякка куçса кайнă вăхăтра Минхалиде 3-ре кăна пулнă.

«Халĕ ĕнтĕ эпĕ — хам та асанне те, кукамай та. Мăшăрăмпа 5 ача — 3 ывăлпа 2 хĕр — çуратса ÿстертĕмĕр, пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Кирек хăçан та тăван ене килсе курма, хурăнташсемпе çывăхрах паллашма ĕмĕтленнĕ эпĕ», — терĕ вăл.

Ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе Минхалиде аппа январь уйăхĕн пуçламăшĕнче кĕçĕн хĕрĕпе Оксанăпа пирĕн района килсе çитрĕ. «Хĕрĕме Оксанăна пысăк тав. Интернет урлă вăл Чĕчкенте пурăнакан Наиля Мирзияновнăпа Марат Хадзятович Миннетуллинсен электронлă адресĕсем çине çыру янă. Çапла майпа тупрăм та ĕнтĕ эпĕ аякри тăвансене»,— пĕлтернĕ М.Х.Исмагулова, куççульленнĕ куçĕсене шăлса.

Минхалиде аппан тăванĕсем вара питĕ нумай: Сафьяновсем, Хуснетдиновсем, Галеевсем, Садыковсем, Шарафутдиновсем, Минебаевсем, Гимаевсем, Шайдулловсем тата ыттисем те.

Уяв кунĕсенче аякран килнĕ хăнасем тăванĕсем патне çитсе вĕсен пурнăçĕпе паллашнă, хăйсем çинчен те каласа панă.

— Тулли кăмăлпа киле каятăп. Кунта мĕн тери ĕçчен халăх пурăннине хам куçпа курса ĕнентĕм. Картишĕсем тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çурчĕсем те кермен пек — хăтлă та капăр. Вĕсен мухтанмалăх, мăнаçланмалăх чăннипех те пур,— тенĕ М.Исмагулова сыв пуллашнă май. Кинемей çулла хăйне кун-çул парнеленĕ кĕтесе татах çитсе курас кăмăллă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика