Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансене йышăнаççĕ

11 декабря 2013 г.

РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Конституцийĕн кунĕнче, 12 сехетрен 20 сехетчен РФ Президенчĕн Мускав хулинчи, РФ Президенчĕн федераци округĕсемпе тĕп администраци субъекчĕсенчи приемнăйĕсенче, ĕç тăвакан влаç тата территори, федераци патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ иртет.

Палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн кашни çынна уйрăммăн, черет йĕркипе йышăнаççĕ. Гражданинăн хăйĕнпе пĕрле паспорт пулмалла. Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕнче патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йышăнăвĕпе çынсене маларах çырăннă йĕркепе те йышăнаççĕ.

Граждансене ăçта тата мĕнле йышăннине, адрес пĕлме, ытти информаципе РФ Президенчĕн официаллă сайтĕнче «Личный прием» страницăра е «Обращения» уйрăмра паллашма май пур (http://letters.kremlin.ru/receptions).

Çавăн пекех çак кун Комсомольски район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче те граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика