30 ноября 2013 г.
Нумаях пулмасть Шупашкарти «Эткер» центрпа «Присурский» заповедник республикăра иртнĕ «Пĕчĕк юхан шыв» экологипе тĕпчев проекчĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Унта Элĕк, Вăрнар, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчен шкул ачисен командисем хутшăннă.
Маларах суйласа илнĕ юхан шывсем çинче ачасем апрельтен пуçласа октябрьччен кашни уйăхрах шыв юххин хăвăртлăхне, мĕн чухлĕ шыв юхса кайнине виçнĕ. Пирĕн район экологĕсем тĕпчевсене Хăнтăрла юхан шывĕ çинче ирттернĕ.
Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, çĕнтерÿçĕсем хушшинче Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекен Анастасия Чернова та пур. Ăна çитĕнÿ тунă ятпа ăшшăн саламлатпăр.
Н.МЕДВЕДЕВА.
Источник: "Каçал Ен"