Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмен ăста пулнă

27 ноября 2013 г.

«Ялта çĕр ĕçне юратакан çын кăна пурăнаять», — тет «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан Минзифа Юнусова. Вăл Чĕчкен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Комсомольски райповĕ йĕркеленĕ курссенче сутуçă специальноçне алла илнĕ. «Шкулта вĕреннĕ вăхăтра математика предметне килĕштереттĕм. Ахальтен мар ĕнтĕ шут ĕçне вĕрентĕм. Атте-анне пиллени çитет тесе тĕрĕс калаççĕ халăхра. Вĕсем, ĕмĕрĕпе колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем, пурнăçа çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма пехилленĕ», — терĕ Минзифа Миназимовна. М.Юнусова «Заветы Ильичара» (паян — «Труд» ЯХПК) 1978 çулта колхозницăра ĕçлеме пуçланă. Нимле тивĕçрен те айккинелле пăрăнманскер, вăл пур ĕçре те тĕслĕх пулнă. Вун виçĕ çул ытла Минзифа аппа бригадирта тăрăшать. «Унчченхи вăхăтра бригадăра 90 çынна яхăн пулнă, халĕ вара 20-рен кăна иртет. Акă, çĕр улмине илес пулсассăн, ытти çулсенче кар! тăрса кĕске вăхăтра кăларса-пухса кĕртнĕ, паянхи кун ĕç-пуç пачах та урăхла-çке. Çамрăксем яла пурăнма юлаççĕ, анчах та çĕр ĕçне питех килĕштермеççĕ», — терĕ вăл, ял хуçалăх малашлăхĕшĕн пăшăрханса. Минзифа Миназимовнăн мăшăрĕ те пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă: тимĕрçĕре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулсан та алă усса лармасть вăл. Сăмахран, ака-суха ĕçĕсем вăхăтĕнче тимĕрçĕн паха опычĕ трактора юсанă çĕрте кирлĕ-и? Сĕнÿ-канаш памалла-и — Агляметдин Гилачетдинович вара яланах пулăшу аллине тăснă, тăсать те. Çавăнпа ĕнтĕ Юнусовсем Чĕчкен ял тăрăхĕнче пысăк хисепре. Икĕ ача — хĕрпе ывăл — çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă вĕсем. Ывăлĕ Алмаз çемйипе ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Аслă пĕлÿллĕ çамрăк инженер малашнехи пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленет. «Пĕлтĕр çĕнĕ çурт туса пĕтерсе пурăнма кĕтĕмĕр. «Çамрăк специалист» федераллă программăпа килĕшÿллĕн ывăлăн çемйине патшалăх укçа-тенкĕ те уйăрчĕ. Ку, паллах, пирĕншĕн — пысăк пулăшу. Ялти пурнăçа хуларипе улăштармастпăр. Пурнăç условийĕсем хуларинчен пĕрре те кая мар», — терĕ М.Юнусова. — Ÿркенмен ăста пулнă. Ялта пурăнаканăн ĕçлеме кăна ÿркенмелле мар. Акă, пĕр гектар ытла çĕр çинче тĕрлĕ пахча çимĕç туса ÿстеретпĕр. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытатпăр, патшалăха сĕт те сутатпăр. Аш-какайне те магазинтан туянмастпăр. Мăнуксем те килти техĕмлĕ, таса апат-çимĕçпе сăйланаççĕ, — терĕ тăрăшуллă бригадир.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика