Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çинче хисеплĕ, ĕçре маттур

20 ноября 2013 г.

Тĕнчере мĕн чухлĕ çын, çавăн чухлĕ шăпа теççĕ. Кашнин хăйĕн пурнăç çулĕ, телейĕ, хуйхи-савăнăçĕ. Çак кунсенче 60 çулхи юбилейне паллă тунă Александр Николаевăн та вăл никамăннипе те пĕр пек мар. Савăнмалли те пайтах пулнă, кулянмалли-пăшăрханмалли те тупăнсах тăнă. Çапах та шăпине ÿпкелемест юбиляр, пурнăçа юратса малашлăха хăюллăн пăхать.

Аслă Чурачăкра пурăнакан Николаевсен çемйинче сакăр ывăл çитĕннĕ. Александр — чи асли. Çемье пуçĕ, Дмитрий Николаевич, ялти вăтам шкулта физика, математика предмечĕсемпе пĕлÿ панă. Шел пулин те, ывăлĕсем ÿссе çитсе пурнăç çулĕ çине тухнине курма тÿр килмен ăна, чире пула ар çын çут тĕнчерен ир уйрăлнă. Сашăн амăшĕшĕн шанчăклă тĕрек, шăллĕсемшĕн ашшĕ вырăнне пулма тивнĕ, вăхăт çитсен вĕсене салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ, мăшăрлантарнă. Пĕр тăвансем пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ, çăкăр хакне аван пĕлнĕ, амăшне пур ĕçре те пулăшма тăрăшнă.

Вăтам шкул пĕтернĕ каччă Шупашкарти машиностроени техникумне вĕренме кĕнĕ, çав вăхăтрах агрегат заводĕнче ĕçленĕ. Анчах ял ачин чунĕ хула пурнăçне йышăнасшăн пулман, кăштахран вăл тăван тăрăха таврăннă. Кунта çар комиссариачĕ урлă водителе вĕренсе тухнă, «Сельхозтехникăна» слесаре ĕçлеме вырнаçнă. Часах каччăна çара илнĕ. Аслă Чурачăк яшĕн служби Венгрире иртнĕ. «Çак çĕр-шывра икĕ çулта хама шанса панă автомашинăпа урлă та тăрăх çаврăнма ĕлкĕртĕм», — тет Александр Дмитриевич.

Çартан таврăнсан А.Николаев «Сельхозтехникăра» 1986 çулчченех водительте тăрăшнă, хуçи маттуррипе автомобилĕ кашни кун рейса тухнă.

«Заветы Ильича» колхоз председателĕ И.И.Чернов ар çынна тăван хуçалăхра ĕçлеме ÿкĕте кĕртнĕ. Александр Дмитриевича кунта диспетчер, учетчик-заправщик пулма шаннă. Ăна профсоюз комитечĕн ертÿçине суйланă, çак обществăлла ĕçе Александр Дмитриевич халь те пурнăçласа пырать. 2005 çултанпа вăл «Труд» ЯХПКра çăмăл автомашинăпа çÿрет. «Темиçе председательпе те ĕçлесе куртăм, пуринпе те килĕштернĕ, вĕсенчен нумай вĕреннĕ. Уйрăмах В.П.Николаева пурăнма вĕрентнĕ-шĕн чĕререн тав тăвас килет», — тет чунне уçса Александр Дмитриевич. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 43 çул. Çак хушăра чылай Тав сăмахне, Хисеп хучĕсене тивĕç пулнă.

Çур сăмахранах ăнланма пĕлнĕшĕн, кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшма пултарнăшăн ял çыннисем, хуçалăх ĕçченĕсем ăна хисеплеççĕ, шанаççĕ. А.Д.Николаев — ял поселенийĕн улшăнми депутачĕ.

Этемĕн йывăç лартмалла, çурт ăсталамалла, ывăл çуратса ÿстермелле, теççĕ. Николаевсен килĕшÿллĕ çемйи патвар та хăйсем пекех ĕçчен виçĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Халĕ вĕсем пурте пурнăç çулĕ çине тăнă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ĕçе те васканă ĕçчен мăшăр, килти хуçалăха та тирпейлĕ-йĕркеллĕ тытма ĕлкĕрнĕ, юрă-ташăран та юлман. Район çыннисем Аслă Чурачăкри Шуряшкинсен çемье ансамблĕн пултарулăхĕ çинчен илтнех ĕнтĕ. Çав йыша Елена Александровнăпа Александр Дмитриевич хăйсен уçă сассисемпе, тăпăр-тăпăр ташшипе илем кÿретчĕç. Çемье пуçĕ купăс тăсса ярсан çепĕç кĕвĕ-çемĕ таврана юхнă. Анчах çак телейпе Елена Александровнăна нумай киленме шăпа пÿрмен çав, йывăр чире пула вăл пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Александр Дмитриевич пысăк хуйхине ĕçре, çын хушшинче пулса пусарма тăрăшнă. Шупашкарта пурăнакан ачисем çемйисемпе килсех тăраççĕ, аслашшĕ çичĕ мăнукĕпе савăнать. «Пĕчченлĕх нимрен те япăх, пĕччен юлма никама та сунмастăп, — тет çак кунсенче 60 çул тултарнă, паян куна пурнăç юлташне тупнă ар çын. Йывăрлăх умĕнче пуçне усман, пурнăç илемне туйма пĕлекен, ял пурнăçне чунтан юратакан çын вăл Александр Николаев.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика