09 октября 2013 г.
Чĕчкен ял тăрăхĕн администрацийĕ ял çыннисемпе пĕрле территорие тирпей-илем кĕртес енĕпе юлашки çулсенче нумай ĕç тунă. Ирĕк паман çĕрте пулса кайнă свалкăсене пĕтернĕ, кил хуçалăхĕсенче пуçтарăннă çÿп-çапа кашни эрнере турттарса тухассине йĕркеленĕ, парк уçса унта йывăçсем лартнă.
Урамсенчи çулсене тирпейлĕ тытса тăрассишĕн те тăрăшаççĕ кунта. Чĕчкен ял тăрăхĕн 2013 çулхи бюджетĕнче çулсене юсама пурĕ 472 пин те 770 тенкĕ укçа уйăрнă, вĕсенчен 350 пин те 200 тенки — республика бюджетĕнчен, 122 пин те 570 тенки — вырăнти хыснаран. Çак суммăна Чĕчкен ялĕнчи Шкул тата Чурачăкри Çĕнĕ урамсенче 300-шер метр çулсене юсама тăкакланă.
Çулсене йĕркеллĕ тытса тăма вырăнти бюджетран 49 пин те 945 тенкĕ, республикăран 142 пин те 700 тенкĕ уйăрнă. Паянхи куна вĕсемпе туллин усă курнă, хĕлле çулсене юртан тасатма кирлĕ суммăна çеç хăварнă.
Источник: "Каçал Ен"