20 июля 2013 г.
Ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ театрпа филармони вырăнне теме те пулать, вăл ял пурнăçне пуянлатать, капăрлатать. Çак ушкăнсăр хулара та, районта та пĕр уяв иртмест.
Паянхи кун Чăваш Республикин культура учрежденийĕсенче 5 пине яхăн художество пултарулăх коллективĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чĕчкен ял тăрăхĕнче Акатуй-Сабантуй иртрĕ. Уявра мана «Илем» ансамбль тыткăнларĕ. Пултарулăх ушкăнне йĕркелесе яракансенчен пĕринпе, искусство шкулĕн вĕрентекенĕпе, Татьяна Васильевна Макаровăпа тĕл пулса ансамбль пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашрăм.
— Татьяна Васильевна, Чĕчкен ял тăрăхĕнчи культурăпа информаци центрĕ пирки кăштах каласа парсамăр?
— Культура çуртне 1989 çулта çĕртме уйăхĕнче хута янă. Нумаях пулмасть культурăпа информаци центрĕ ята тивĕçрĕмĕр. 1993 çулта вара «Тевет» ача-пăча фольклор ушкăнне йĕркелерĕмĕр. «Теветре» эпир пурне те хавас. Тĕрлĕ çулхи ачасем çÿреççĕ ушкăна, чи кĕçĕнни 4 çулта çеç. Сергей Александрович Просвирнов аккомпаниаторпа эпир шăпăрлансене музыка енĕпе аталанма пулăшатпăр. Чăваш, вырăс халăх ташшисене, юррисене вĕренетпĕр. Тăрăшни сая каймасть, çитĕнÿсем те пур.
— «Илем» ансамбль хăçан йĕркеленнĕ? Унăн пĕрремĕш утăмĕсем мĕнлерех?
— «Илем» ушкăн 2008 çулта йĕркеленчĕ. Юрлама кăмăллакан хĕрарăмсем культура çуртне çÿреме пуçларĕç. Çулталăкран, пĕрле канашланă хыççăн, ансамбле «Илем» ят патăмăр. Малтанхи утăмсем тăван ялта, культурăпа кану центрĕнче пулнă. Кайран Комсомольски, Патăрьел районĕсене юрлама çÿреме пуçларăмăр. Çулсеренех «Родные просторы», «Чăваш сар кайăкĕ» фестивальсене хутшăнтăмăр.
Тĕрлĕрен мероприятисем иртнĕрен, тăтăшах чаплă хăнасене те юрă-ташăпа кĕтсе илетпĕр, ял праçникĕсенче те концертпа савăнтаратпăр. Тепĕр чухне наччасрах концерт программи хатĕрлеме те тивет. Ялти культура вучахĕ çунса тăрать пулсассăн, ял пурнăçĕ тăсăлать. Вăйă картисенче, уявсенче ял халăхĕ туслашать. Çак тĕллевпех Çăварнинче эпир сăмаварпа чей вĕретсе ял çыннисене уява пуçтаратпăр. Лаша кÿлсе, çуна çине ларса ял йĕри-тавра купăс каласах çăварни юррипе çаврăнатпăр. Питрав кунхине те вăйă картине тăратпăр, шÿрпе пĕçерсе хăналанатпăр. Авалтан пыракан йăла-йĕркесене упраса хăварассишĕн тăрăшатпăр.
— Сирĕн репертуар пуян та анлă. Ăна кам йĕркелет?
— Чăваш юрри-кĕввине те, вырăслине те илме тăрăшатпăр, халĕ тутар юрри-ташшине вĕренес кăмăл çуралчĕ. Авторла юрăсене те, халăх юррисене те шăрантаратпăр. Ĕлĕкхи юрăсене юрататпăр, вĕсем ытларах чуна пырса тивеççĕ. Коллективри çынсем çак юрăсене итлесе ÿснĕ, вĕсене эпир манасшăн мар. Хальхи çĕнĕ юрăсене те итлетпĕр. Сăмахран, Анатолий Никитинăн хитрисем нумай. Концерт программине илемлĕрех ирттересшĕн, пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсене шута илетпĕр. Музыкăна Сергей Просвирнов хатĕрлет. Спектакльсем те лартатпăр эпир, пурте выляма хавас.
— Ушкăна камсем çÿреççĕ?
— «Илем» ушкăн пысăк мар. Унта тивĕçлĕ канăва кайнă хĕрарăмсем çÿреççĕ, сăмахран, З.Елизарова, Е.Еремеева, çамрăксем те пур (Л.Полякова, Л.Богатырева), культура ĕçченĕсем пурте хастар хутшăнаççĕ. Отчетлă мероприятисене кайнă чух хамăрăн коллектива ар çынсене те явăçтаратпăр.Тĕрĕсрех каласан, кам пушă — çав пырать.
— Сирĕн костюмсем çав тери илĕртÿллĕ.
— Сцена çине тухсан чăн малтан куракансене юрă мар, тум илĕртмелле. Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов пулăшнипе Канашри «Силуэт» ательере 8 хĕрарăм тата 2 ар çын кĕпи çĕлеттертĕмĕр, Шупашкар пасарĕнчен капăр пушмаксем туянтăмăр. Вырăс халăх костюмĕсем те пур пирĕн. Ĕлĕкхи вырăс халăх костюмĕн стильне упраса, эрешĕсене кăшт çĕнетрĕмĕр. Чăваш кĕписем те çав тери илемлĕ. Саппунĕсене те хитре тĕрленĕ.
Ачасем валли нумай тухья çыхтартăмăр, халĕ вĕсене шăрçасемпе илемлетме пуçланă. Сцена валли тĕрлĕ декорацисене те хамăрах ăсталатпăр. Мĕн пултарнă таран тăрăшатпăр.
— Сирĕн çитĕнÿсем те пурах ĕнтĕ?
— Дипломсем, парнесем сахал мар. Тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнса малти вырăнсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Пирĕн пата паянхи кун темĕнле хут-положени те килет, эпир пур çĕре те хутшăнма тăрăшатпăр. Анчах та тепĕр чухне тĕрлĕ сăлтава пула тухса çÿрейместпĕр. Апла пулин те ĕмĕтсем пысăк.
— Сирĕн коллектива малашне те ăнăçу пултăр, районта кăна мар, республикăра та пĕлекен пулччăр.
М.НИКИФОРОВА.
Источник: "Каçал Ен"