Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте — хĕрÿ ĕç тапхăрĕ

20 июля 2013 г.

Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулма тухнă. Пурĕ ку ĕçе 379 гектар çинче пурнăçланă. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче — 70 гектар, Васильевăн фермер хуçалăхĕнче — 45 гектар, «Дружба» ЯХПКра — 100 гектар, «Дубрава» ЯХПКра — 84 гектар , «Асаново» ЯХПКра 60 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулса пăрахнă. Вырмана тухнă хуçалăхсенче 456 тонна тырă тĕшĕленĕ.

Акă, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнчи ĕçченсем те çак кунсенче вырмана тухнă.

Кăçал вырмана виçĕ комбайн хутшăнать. Вĕсем кĕрхи тулла çапса тĕшĕлеççĕ. Д.Шуряшкин, А.Миназетдинов, А.Шуряшкин комбайнерсемшĕн хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пуçланнă. Вĕсем вырмана вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлас тесе тăрăшаççĕ, техникăна юсавлă тытаççĕ.

Ыран-паян сенаж хывса пĕтереççĕ. Июлĕн 19-мĕшĕ тĕлне 1400 тонна сенаж хывнă та. Хуçалăхра 590 тонна утă хатĕрленĕ.

М.НИКИФОРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика