08 июня 2013 г.
Шейхулла Гималдинов «Труд» хуçалăхра ĕçлеме пуçлани кăçал 25 çул та иртрĕ ĕнтĕ. «Маттур, тăрăшуллă», — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем.
Вăл Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн çар ретне тăнă. Тăван ене таврăнсан Шейхулла Шейхетдинович хăйĕн ĕç биографине ĕç сыхлавĕн инженерĕнче пуçланă. «Мана, çамрăк специалиста, наставниксем вăхăтра сĕнÿ-канаш пани те вырăнлă пулчĕ. Ял хуçалăх ĕçне килĕштертĕм — урăх çĕрте хама шутлама та пултараймастăп», — терĕ вăл.
Юратăвне те Ш.Гималдинов ялтах тупнă: Чĕчкен ялĕн хĕрĕпе — Райне Гилачовнăпа — çемье çавăрнă. Икĕ ача, хĕрпе ывăл, çуратса ÿстернĕ Гималдиновсем. Сăмах май, ывăлĕ Наил ашшĕн çулĕпе кайнă. Вăл — Чăваш ял хуçалăх академийĕн 2-мĕш курс студенчĕ.
Минрешит Тимергалеев ял хуçалăх производство кооперативĕнче пилĕк çул кăна ĕçлет пулин те, коллективра хисепе тивĕçнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна нумай хутчен Хисеп грамотисемпе чысланă.
«Манăн ĕçе çапла хаклани тата та пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарать», — терĕ механизатор.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"