Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăхĕпе палăрчĕç

15 мая 2013 г.

Кăçал çăмăл атлетикăпа чемпионат старт илчĕ. Вăл икĕ тапхăрпа пулать. Акă, иртнĕ кунсенче Патăрьел, Йĕпреç, Елчĕк, Шăмăршă, Канаш, Комсомольски районĕсен тата Канаш хулин спортсменĕсем вăйĕсене виçрĕç. Патăрьелĕнче 70 ытла спортсмен пуçтарăнса 100, 400, 1000 метрсене чупса тата инçĕшне çăмха ывăтса ăмăртрĕç.

Çак тупăшура Комсомольски район чысне Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хÿтĕлерĕç. 1000 метра чупса тата инçĕшне çăмха ывăтса чи маттуррисем Анисия Тарасовăпа Фериде Миначева пулчĕç. Фериде 100 метрлă дистанцие те иккĕмĕш чупса тухрĕ. Эльмира Мирзетзяновăпа Катерина Кадыкова 1 километрлă дистанцире финиша иккĕмĕш çитрĕç.

Константин Зубов та ăсталăхпа палăрчĕ, хăйĕн ÿсĕмĕнчисенчен çăмха ывăтассипе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Алексей Степанов 400 метра чупса финиша виççĕмĕш çитрĕ. Çĕнтерÿçĕсем çитес кунсенче Шупашкарта иртекен финала хутшăнĕç.

В.ПЛЕШКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика