20 апреля 2013 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче тракторсене, кăкарса çÿремелли агрегатсене юсас енĕпе ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Вĕсен юсавлăхне патшалăх техника надзорĕн комиссийĕ тĕрĕслет.
Акă нумаях пулмасть вĕсем «Труд» ЯХПКра пулнă. Машинăпа трактор паркĕнче пур техника та ĕçе хатĕр. Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ С.Н.Кокарев ĕçченсене техника хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарчĕ, ĕçре уйрăмах асăрхануллă пулмалли пирки каларĕ. Кунти техникăна вăхăтра юсаса тăраççĕ, документсем те йĕркере.
Хуçалăхра чылай çул тĕп инженерта вăй хуракан Ш.Гималтдинов яваплăха туйса тăрăшать. М.Тимергалеев, Н.Зейнетдинов, А.Миназетдинов трактористсем ĕçре яланах маттур. Хуçалăх ертÿçи Р.М.Шарафутдинов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем пурлăх базине яланах ÿстерме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр вĕсем МТЗ-892, МТЗ-1221 тракторсем, ГАЗ-3307 самосвал, БДМ 2.8х4П дискатор туяннă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"