17 апреля 2013 г.
Çуркунне — ял хуçалaхeнче тaрaшакансемшeн хeрÿ вaхaт. Çак тапхaрта уйрaмах хастар eçлемелле: тракторсене, автомашинaсене юсамалла, вaрлaх хатeрлемелле, акмалла. Ака-суха eçeсене тeплeн хатeрленмесен тухaçпа савaнаймaн. Çак тeллевпех районти пур ял хуçалaх предприятийeсенче тaрaшсах eçлеççe.
Акa, «Труд» ЯХПКра машинaпа трактор паркeнче eç шавe тaрать. Хуçалaхра техника çителeклe. Кунта тaрaшакан механизаторсемпе водительсем çур акине тухмалли пур техникaна та юсаса хатeрленe. Культиваторсемпе сеялкaсене пaхса ямалли çеç юлнa. Çавна май хуçалaх çуракине вaхaтра ирттересси иккeлентермест.
Уй-хир культурисен тухaçe çине минераллa удобренисемпе усa курни те пысaк витeм кÿрет. Çак тeллевпех «Труд» ял хуçалaх предприятийe пурe 40 тонна тeрлe удобрени туяннa. Пысaк тухaç илесси пахалaхлa вaрлaх акнинчен те нумай килет. Хуçалaхра вaрлaхсен 100 проценчe кондицие ларнa. Мeн акатaн — çав шaтать, тенине тeпе хурса тaрaшаççe хуçалaх eçченeсем. Çавна май кaçал «Трудсем» 766 гектар тeш тырa, 10 гектар выльaх кaшманe акма, 53 гектар çeр улми лартма палaртнa.
Çунтармалли-сeрмелли материалсем те хатeрленe eçченсем. Паянхи куна хуçалaхра 20 тонна дизель топливи, 5 тонна бензин пур.
Эппин, çур аки вaхaтра иртессе, кeркунне пысaк тухaç савaнтарасса шанма пулать.
Источник: "Каçал Ен"