Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль туслăха çирĕплетрĕ

05 декабря 2012 г.

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри информаципе культура центрĕнче «Ача-пăча сасси» фольклор фестивалĕ иртрĕ. Ăна Истори çулталăкне халалларĕç.

«Фестивале пĕрремĕш хут йĕркелетпĕр. Çак мероприятие наципе культура пурлăхне упраса хăварас, ачасен кăмăл-сипетне аталантарас тата илемлĕхе курма хăнăхтарас тĕлĕшпе ирттеретпĕр», — терĕ фестиваль пуçаруçисенчен пĕри Татьяна Макарова.

Мероприятие ача-пăча искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри филиалĕн ертÿçи Татьяна Макарова уçрĕ. Ун хыççăн Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов, район администрацийĕн культура секторĕн начальникĕ Василий Васильев, Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç. Василий Софронович çак фестивале ирттерме пулăшакансене — Татьяна Макаровăна, Елена Шуряшкинана, Еленăпа Сергей Просвирновсене тата Ольга Николаевăна — район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсене пачĕ. Елчĕк районĕнчен тата Самар облаçĕнчен килнĕ ушкăнсен руководителĕсене вара асăнмалăх район энциклопедине парнелерĕ.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче Андрей Автономов (Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕ) йĕркеленĕ ушкăнрисем «Ой, мороз, мороз» юррăн кĕввине гитарăпа вылярĕç. Залра ларакансене «Пилеш» ача садне çÿрекен Саша Артюшкинапа Даша Краснова (руководителĕсем Наталья Ковшовăпа Эльмира Хайруллова) хатĕрленĕ номер те килĕшрĕ.

Урмаелĕнчен килнĕ Разиль Шарафутдинов (ертÿçи Ильдус Шайдуллин), «Тамчы» фольклор ансамблĕн çамрăк артисчĕсем (ертÿçисем — Гульнарăпа Наиль Шариповсем) тутар халăх юррисемпе, вăййипе паллаштарчĕç.

Альбина Громова ертсе пыракан «Малашлăх» фольклор ушкăнĕ (Хирти Выçли) чăваш туйĕн пĕр сыпăкне кăтартрĕ.

Мария Шабановăпа «Вербочки» вокал ансамблĕ «Пряники русские» тата «Песня о Родине» юрăсемпе куракансен чĕрисене тыткăнларĕç. Номерсене хатĕрлекенсем — Комсомольски ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕсем Ираида Спиридоновăпа Владимир Михайлов.

Елчĕк районĕнчен килнĕ «Шанăç» тата «Шăпăрлан», «Шевле» (Самар облаçĕ) фольклор ансамблĕсен çамрăк артисчĕсем те уява пухăннисене савăк кăмăл парнелерĕç.

Мероприятие малалла Хырай Ĕнелĕнчи «Хĕлхем» (ертÿçи Надежда Безрукина), Тукайри «Шăпчăксем» (ертÿçи Галина Степанова), Хирти Явăшри «Йăва» ача сачĕн «Хунав» (ертÿçи Эльвира Николаева) ансамблĕсен юрă-ташă ăстисем тăсрĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Снежана Морозовăпа Камилла Мавлютова «Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ» тата «Каз канаты» юрăсем шăрантарчĕç. Вĕренекенсене фестивале Георгий Перьев музыка учителĕ кирлĕ шайра хатĕрлени те палăрчĕ.

Тукай Мишерĕнчи «Лейсан» фольклор ансамбльне (ертÿçи Диана Ибрагимова) çÿрекенсем зала пухăннисене «Ай-зар» юрăпа савăнтарчĕç.

Чĕчкенри ача-пăча искусство шкулне çÿрекенсем, «Дуслык» фольклор ансамблĕ куракансене «Ай, дубыр-дубая» музыка композицине парнелерĕç. Вĕсене фестивале хатĕрлекенсем — Альмира Идиатуллина, Редалия Минуллова тата Сергей Просвирнов.

Тăхтавсенче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Татьяна Иванова йĕркеленĕ «Островок» ушкăн вырăс тата еврей халăхĕсен ташшисемпе кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Юлашкинчен сцена çинче вырăнти «Тевет» фольклор ансамблĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Фестивале хутшăннисем кашнийĕшĕ Диплома тата парнене тивĕçрĕç.

Паянхи обществăра виçĕ тĕрлĕ пултаруллисене асăрхама пулать: киввине асра çирĕп тытакансем, киввине пăрахса çĕннине йышăннисем, киввине пачах пĕлменнисем. Аслă Чурачăкри фестиваль те çакнах кăтартрĕ. Кăлтăксем пулчĕç пулин те ачасем тĕрлĕ вырăнсенчен килсе туслăха çирĕплетни, ăсталăхне кăтартни те паха. Çавăнпа та-и, тен, жюри членĕсем çамрăк артистсен пултарулăхне хакласа, вырăнсем памарĕç, тепĕр çул та çакăн пек фестиваль ирттерме йышăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика