Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кафе хăнасене кĕтсе илме хатĕр

03 ноября 2012 г.

Ял çыннисемшĕн кашни магазин уçăлни хăйне евĕр хаваслă уяв пулса тăрать. Кафе хута кайни вара — тата та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Çак кунсенче Аслă Чурачăк ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура «Встреча» кафен алăкĕсем уçăлчĕç. Райпо тытăмĕн çĕнĕ обществăлла апатлану точкине хута янă çĕре Чĕчкен ял поселенийĕнче пурăнакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Пуçтарăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ, райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев саламларĕ. Çак кафе çывăхра пурăнакансемшĕн çеç мар, районшăн та питĕ кирлĕ пулнине палăртрĕ, строительсене ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă тунăшăн тав турĕ. Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов кафе хăнасене кĕтсе илме яланах хатĕрри питĕ меллĕ пулнине, вăл ял çыннисен культура шайне ÿстерме пулăшнине палăртрĕ, çуралнă кунсене, юбилейсене, туйсене тата ытти уява кунта ирттерме сĕнчĕ. Çавăн пекех райпо председателĕн çумĕ Людмила Сорокина, райпо совечĕн членĕ Василий Николаев çак кафене тăвас ĕçре вăй хунисене чылай ăшă сăмах каларĕç, çакăн евĕр учреждени таврара урăх çуккине çирĕплетрĕç.

Райпо ĕçченĕсем ахальтен мар шăпах çак ялта обществăлла апатланăвăн пунктне тума шут тытнă. Аслă Чурачăк районти чи пысăк ялсенчен пĕри шутланать, кунта 700 ытла çын пурăнать. Эппин, кафе пушă лармасса, халăха та, унта ĕçлекенсене те усă кÿрессе шанма пулать. Çынсене аякка çÿремесĕрех хăтлă пÿлĕмре тĕл пулса шăкăл-шăкăл калаçса ларма, пĕр-пĕр уява пуçтарăнса ирттерме май туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă паянхи ял хуларан нумай кая юлманнине çирĕплетет, ялтан писсе хуланалла талпăнакансен шутне чакарасса шанас килет.

«Встреча» кафери тĕп залра 60 çын вырнаçма пултарать. Унсăр пуçне 15 вырăнлăх банкет залĕ пур. Çавăн пекех сулхăнра чейпе сăйланма кăмăллакансемшĕн çуллахи веранда ĕçлет.

Çак кун савăнăçлă мероприятие пуçтарăннисен райпо тытăмне кĕрекен предприятисем туса кăларакан тĕрлĕ апат-çимĕçе те тутанса пăхма май пулчĕ. «Встреча» кафере ирттернĕ тĕл пулусен шучĕ ÿстĕр. Унăн алăкĕсем апатланас, ларса канас текенсемшĕн яланах уçă пулччăр», — пĕтĕмлетрĕç уява пынисем.

Палăртмалла: суту-илÿ, обществăлла апатлану енĕпе ĕçлекен харпăр хăй предпринимательсен шучĕ кунсерен ÿссе пырать пулсан та, райпо тытăмĕ вĕсенчен кая юлмасть. Магазинсем пĕрин хыççăн тепри çĕнелсе сăн-сăпатне улăштараççĕ, çĕнĕ суту-илÿ, апатлану точкисем уçăлаççĕ. Райпо ĕçченĕсем малашне районти ытти ялсенче те çакăн евĕр кафесем туса лартасса шанас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика