24 октября 2012 г.
Нумаях пулмасть Хусанти культурăпа искусство патшалăх университетĕнче Пĕтĕм Раççейри традицисемпе илемлĕх культурин «Этномириада» конкурсĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин, Комсомольски районĕн чысне Аслă Чурачăкри «Тевет» фольклор ушкăнĕ хÿтĕленĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — илемлĕх культурин йăли-йĕркине упраса хăварасси, пултаруллă творчество коллективĕсене, юрăçсене тупса палăртасси. Фестивале Мускав, Волгоград, Димитровград, Дон çинчи Ростов, Таганрог хулисенчи, Чăваш Ен, Мари Эл, Пушкăртстан Республикисенчи фольклор, вокал, инструментпа калакан коллективсем, уйрăм юрăçсем хутшăннă. Çавăнпа пĕрлех декораципе прикладной искусство маçтăрĕсем, дизайнерсем те хăйсен ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Конкурсантсем тĕр-лĕ номинацире тупăшнă. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе «Тевет» (ертÿçи Сергей Просвирнов) «Йăла-йĕрке формипе ĕçлекен фольклор ушкăнĕсем» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Çулсеренех иртекен конкурсра район коллективĕсен иккĕмĕш çитĕнĕвĕ ку. 2010 çулта Урмаел шкулĕн вĕренекенĕсем унтан çĕнтерÿпе таврăннăччĕ. Саламлатпăр!
Источник: "Каçал Ен"