Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарăн пĕлÿпе палăрнă

12 марта 2011 г.

Кăçалхи февралĕн 25—28-мĕшĕсенче Хусанта тутар чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртнĕ. Чăваш Республикинчи тутарсен чысне кунта Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам 1-мĕш вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекенĕ Айгуль Абейдуллова, пирĕн районти Чĕчкен тĕп шкулĕнчи Айсылу Мезитова (9-мĕш класс), Шăнкăртам 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Диляра Юнисова (11-мĕш класс) хÿтĕленĕ.

Регионсем хушшинчи олимпиадăна Раççей Федерацийĕнчи 16 регионтан 78 вĕренекен хутшăннă. Пирĕн республикăран кайнă хĕрсем пур тапхăрсенче те хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă. А.Мезитова вара 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче тутар литературипе 1-мĕш, тутар чĕлхипе 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. А.Абейдуллова (тутар литературипе 1-мĕш), Д.Юнисова (тутар чĕлхипе 1-мĕш, тутар литературипе 2-мĕш) тарăн пĕлÿпе палăрнă.

Чăваш Енрен кайнă тутар ачисем командăпа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Жюри ачасен вĕрентекенĕсене Тутарстан Республикин Хисеп грамотисене парса чысланă. Çĕнтерÿçĕсем те Дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçнĕ. Чăваш Енрен кайнă тутарсем лайăх пĕлÿ кăтартни паха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика